Саваньен - ( фр. Savagnen ) - шурă иçĕм сорчĕ.

  • Урăх ячĕсем:Savagnin blanc, Savagnin jaune, Salvagnin, Traminer aromatico, Nature, Edeltraube, Formentin, Fromente, Gringet, Gentile blanc.
"Сарă эрехĕ" - Vin Jaune

Саваньен шурă ( сайра - шупка хĕрлĕ ) çырлисем каярах пиçеççĕ.Пуçтару чӳк-раштав уйăхсемче пырать.Çавăнпа ку сортна ăшă тата типĕ кĕркунне кирлĕ.

Сарăлни

тӳрлет

Саваньен Европара питĕ сайра иçĕм сорчĕ - 1 000 гектарсемче кăна ӳстереççĕ.Юра эрехтăвакан енре ( Хĕвеланăç Франци ) Саваньен - тĕп шурă иçĕм сорчĕ.Кунта паха "сарă эрехсем" ( фр. Vin Jaune )тăваççĕ : эрех юман пичкере çĕпре сий айĕнче ( лат. Mycoderma Vini )) чи сахал 6 çул усравлаççĕ.Кивĕ пичкесем Бургундирен туянаççĕ.Пулнă ылтăн-сарă тĕслĕ, 13-14 % хаярлăхлă эрехĕ питĕ кăмăллă техĕмлĕ : вăрман мăйăрĕ, шăратнă миндаль мăйăрĕ тата çемçе мускат мăйăрĕ шăршиллĕ.

Паха эрехсем

тӳрлет

Чи паха, чи хаклă "сарă эрехсем" Юра ене кĕрекен Шато Шалон тăрăхра тăваççĕ."Сарă эрехсене" 0.62 литр калăпăшлă кĕленчесене ярса сутаççĕ.Кĕленчесем "Клавлен" ( фр. Clavelen ) ячĕпе паллă.