Сĕве вăйпутлăхĕ
Сĕве вăйпутлăхĕ (выр. Свияжское воеводство) — унчен Хусан ханлăхĕн пулнă территорин анăç енче вырнаçнă Хусан патшалăхĕ (Вырăс патшалăхĕнче) йышĕнчи администрациллĕ виçе. Администраци центрĕ — 1551 çулта никĕс хывнă Сĕве хула. Граждансен тата çар сыннисен влаçĕ вăйпута, хакал влаçĕ архиепископа пăхăннă. Вăйпута тиексемпе кĕçĕн тиексем пулăшнă. Сĕвен пĕрремĕш вăйпучĕ Хаяр Йăван 1551 çулта лартнă Семён Микулинский кнеç пулнă, ăна Туçи ен пăхăнса тăнă. Иккĕмĕш вăйпут — Пётр Шуйский[1], ун чухне гарнизонра стрелецсемпе çĕнĕ крешшенсем пурăннă.
Сĕве вăйпутлăхне, вырăс гарнизонĕсер пуçне, ясак тӳленĕ туçи марисем (çармăссем)[2] тата чăвашсем пăхăнса тăнă[3]. Вырăнти халăхсем йышлă пулнипе администраци аппаратĕнче тăлмачсем нумай пулнă. Сĕве вăйпучĕсене XVII ĕмĕр таранченех асăнаççĕ[4], кунти вăйпутлăха уесе çити антарнă пулин те[5].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Подавление завоевателями сопротивления наcеления Казанского ханства
- ^ Воеводы Ивана Грозного. Свияжск
- ^ Деревня Но(у)русово Свияжской воеводческой канцелярии (1551 - 1695 гг.). çăлкуçран архивланă 1 Ҫурла уйӑхӗн 2017. Тĕрĕсленĕ 9 Ҫурла уйӑхӗн 2017.
- ^ КАЗАНСКИЙ КРАЙ: ЯЗЫК ПАМЯТНИКОВ ВТОРОЙ ЧЕТВЕРТИ XVII ВЕКА: ИНТЕРНЕТ-СЛОВАРЬ 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Указ царя Василия Шуйского свияжским воеводам с известием о борьбе с повстанческим движением под Москвой