Сÿнекен сулланусем

Сÿнекен сулланусем — энергийĕ вăхăт иртнĕçемĕн чакса пыракан сулланусем.

Пружинăллă маятникĕн сÿнекен сулланăвĕсем

Вĕçĕмсĕр тăсăлакан ирĕклĕ процесс йышши танлăхпа палăрăнать, анчах та çутçанталăкра унашкал пулаймасть. Хуть те мĕнле осцилляторăн ирĕклĕ сулланăвĕсем те хăçан та пулсан сÿнеççĕ те чарăса лараççĕ. Çавăнпа та кулленхи ĕçлевлĕхре сÿнекен сулланусемпе сĕртĕнме тивет. Вĕсенче сулланусен A амплитуди чакакан функци пулса тăрать. Сÿнесси тавралăх хирĕçтăрăвне пула пулса иртет теме пулать, вăл вара сулланусен хăвăртлăхĕпе час-часах линилле е унăн иккĕмĕш капашĕпе çыхăннă.

Акустикăра: сигнал шайĕ чакни вăл пачах илтĕнмесси патне илсе пырать.

Ирĕклĕ сулланусем ан сÿнччĕр тесен, системăна тулашран (айккинчен) периодла энергипе тивĕçтермелле[1]. Унашкал сÿнми сулланусене хистевлĕ сулланусем теме пулать[2].

Çавăн пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет