Румянова Клара Михайловна
Румянова Клара Михайловна, (1929, раштав, 8, Ленинград — 2004, авăн, 18, Мускав) — кинопа радио совет, раççей актриси.
Клара Румянова | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят | Клара Михайловна Румянова |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1929 çулхи раштав, 8-мĕшĕ[1] |
Çуралнă вырăн | Ленинград, РСФСР, СССР |
Вилнĕ вăхăт | 2004 çулхи авăн, 18-мĕшĕ[1] (74 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх |
![]() ![]() |
Професси | XX ĕмĕрти совет, раççей актриси, юрăçи |
Карьера | 1951—2002 |
Чыславсемпе парнесем | |
IMDb | ID 0750179 |
Аниматор.ру | ID 1086 |
![]() |
Вăл 300 ытла мультфильмри сăнарсене хăйĕн сассипе янратнипе халăх асĕнче юлнă.
1979 çулта РФ тава тивĕçлĕ актриси ятне тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлет1929 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă.
1940-мĕш çулсенче Мускава куçнă хыççăн Пĕтĕм союзри патшалăх кинематографи институтне вĕренме кĕнĕ. 1953 çулта вăл ăна ăнăçлă пĕтернĕ.
Институтра вĕреннĕ чухнех кинора ӳкерĕннĕ. Вăл «Ялти тухтăр» (Сельский врач, Лена), «Вĕсем малта пулнă» (Они были первыми, Варя), «Тăваттăн» (Четверо, медсестра), «Çĕнĕран пуçланă пурнăç» (Жизнь сначала, Зоя), «Воскресени» (Богодуховная), «Вăхăт, малалла!» (Время, вперёд!, Лушка), «Вуникĕ пукан» (Двенадцать стульев, Фёдор аттен арăмĕ).
1970-мĕш çулсенчен пуçласа кинора ӳкерĕнме пăрахнă, вăл вырăнне вăл мультфильмсене хăйĕн сассипе янăратма пуçланă.
2004 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 Deutsche Nationalbibliothek Record #132626071 // Gemeinsame Normdatei (нем.) — 2012—2016.
Каçăсем
тӳрлет- Клара Румянова на Аниматор.ру
- Клара Румянова на youtube.com
- RUSKИНО.ru 2009 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Энциклопедия нашего детства 76-82.ru
- Клара Румянова и Анатолий Папанов озвучивают мультфильм «Ну, погоди!» 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Программа «Частная история» (16 мая 2015 года), телеканал «Москва. Доверие».