Рудаков Анатолий Родионович

Рудаков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Анатолий Родионович Рудаков (24.8.1950, Большое Ситно ялĕ, Полоцк районĕ, Витебск облаçĕ, Беларуç, ССРП — 1.8.20121, Санкт-Петербург, РФ) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ, кинопродюсер, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ (1996).[1].

Анатолий Рудаков
Çуралнă чухнехи ят: Анатолий Родионович Рудаков
Çуралнă вăхăт: 1950, утă, 24
Çуралнă вырăн: Большое Ситно ялĕ, Полоцк районĕ, Витебск облаçĕ, Беларуç ССР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2021, çурла, 1
Вилнĕ вырăн: Санкт-Петербург, РФ
Гражданлăх: ССРП
РФ
Професси: XX-XXI ĕмĕрсенчи совет, раççей актёрĕ
Карьера: 1973 — хал. вăх.

Биографи

тӳрлет

1950 çулхи утăн 24-мĕшĕнче Беларуçри Витебск облаçĕн Большое Ситно ялĕнче çуралнă. 1975 çулта Ленинградри театр, мусăк тата кинематографи патшалăх институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ те «Ленфильм» киностудин актёрĕ пулса ĕçе пикеннĕ. Вĕреннĕ чухнех кинора ĕçленĕ. Пĕрремĕш ролĕ — Бирман режиссёр ӳнерленĕ «Эпĕ чикĕ хуралĕнче» (1973) фильмра ефрейтор Осинин рольне сăнарланă. 1970—1980-мĕш çулсенче ытти кинофильмсене хутшăннă. 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче урăх сферăна куçнă.

Санкт-Петербургри фирмăсене металл япалисене сутакан компанире ĕçленĕ. Сестрорецкри пĕчĕк институтсен ассоциацин (УАП «Сами») вице-президенчĕ пулса ĕçленĕ. 2006 çулта кинопродюсирĕ пулнă, «Киноцентр» кинокомпанине йĕркеленĕ, унтах гендиректор вырăнне йышăннă. Сериалсенче ӳкерĕннĕ.

2021 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче Санкт-Петербургра хăйĕн 72-мĕш çулĕнче коронавирус чирĕпе вилсе кайнă[2][3].

Фильмографи

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет