Ругсем
Ругсем (Rugier) — виçĕ халăх ку ятпа паллă:
- герман йăхĕ. Ку йăх I ĕмĕртенпе паллă, вĕсем çинчен Тацит историк асăнать. Иордан историк вĕсене Скандинавинче юлнă герман йăхĕсем шутне кĕртнĕ. Тĕп Европăна вĕсем Норвегинчен килнĕ. Балтика тинĕсĕн çыранĕсем хĕрринче пурăнма пуçланă, Рюген утрав ятне панă. Ку вырăнтан вĕсене готсем хăваласа янă хыççăн Тиша юханшыв хĕррине куçнă. Аттил вĕсене пăхантарнă хыççăн 451 çулта ăна майлă çапăçнă. Аттил вилнĕ хыççăн хунсене пăхăнма пăрахнă, анчах та 487 çулта Одоакр вĕсене çапса çĕмĕрнĕ. 489 çулта вĕсем Теодорих патшан çарĕпе пĕрле Италине пырса кĕнĕ. Остготсен патшалăхĕ пĕтнĕ хыççăн вĕсене урăх асăнмаççĕ.
- славян йăхĕ. VI-XI ĕмĕрсем хушшинче вĕсем Рюген утравĕпе Балтика тинĕсĕн кăнтăр-хĕвеланăç енчи çыранĕсем хĕрринче (Одерпа Висла шывсем хушшинче) пурăннă.
- çавăн пекех ку ятпа вăтам ĕмĕрсен историкĕсем Руçе калани тĕл пулать.