Романов Николай Кириллович
Романов Николай Кириллович (1919-1943)—старшина, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Пушкăрт Республикиăн Тури Казмаш ялĕнче çуралнă. Чăваш. ССКП ретне 1942-мĕш çулта кĕнĕ.
Романов Николай Кириллович | |||
Çуралнă вăхăт | 1919 -мĕш çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕ | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Тури Казмаш Караидель районĕ Пушкăрт Республики РСФСР | ||
Вилнĕ вăхăт | 1943–мĕш çулхи юпаăн 20-мĕшĕ | ||
Вилнĕ вырăн | Лоев районĕ Гомель облаçĕ | ||
Пăхăнулăх | СССР | ||
Çар ăрачĕ | пехота | ||
Хĕсмет çулĕсем | 1939-1943 | ||
Хисеп | |||
Чаç | 106-мĕш стрелоксен дивизин 188--мĕш стрелоксен полкĕ | ||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлет106-мĕш стрелоксен дивизин 188-мĕш стрелоксен полкĕн взвод командирĕ Романов старшина 1943-мĕш çулхи юпан 15-мĕшĕнче Белорусинчи Гомель облаçĕнчи Лоев паççулккинчен кăнтăрарах малитсем хушшинче Днепр урлă каçнă. Салтаксем ушкăнне ертсе плацдарăма сарас тесе çапăçнă, тăшманăн пысăкрах вăйлă виçĕ контратакине сирнĕ. 1943-мĕш çулхи юпан 16-мĕшĕнче Лоевран кăнтăр-хĕвеланăçрах вырнаçнă сăртшăн пынă çапăçура стройран тухнă рота командирĕ вырăнне йышăннă, лартнă тĕллеве пурнăçланă.
1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче харсăр салтак çапăçура вилнĕ.
Çапăçусенче хастар çапăçнăшăн ăна 30.10.1943 вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ. Гомель облаçĕн Лоев районĕнчи Козероги ялĕнче пытарнă.
Чыславсем
тӳрлет- Ленин орденĕ
- Караидель салинче урам ятне панă, Караидель районĕнчи Александровка ялĕнчи шкулта асăну хăми аврнаçтарнă.
Асăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2
- Лицом на запад. Уфа, 1972. / стр.210—218;
- Навечно в сердце народном. 3-е изд., доп. и испр. Минск,1984. / стр.440—441;
- Славные сыны Башкирии. Уфа, 1966, кн.2. / стр.151—157.
- Башкирская энциклопедия. Гл. ред. М. А. Ильгамов т. 5. П-С. 2009. − 576 с. ISBN 978-5-88185-072-2.; науч.. изд. Башкирская энциклопедия, г. Уфа.
Каçăсем
тӳрлетРоманов Николай Кириллович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Чăваш энциклопедийĕ
- Романов Н.К. 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
.