Романов Анатолий Александрович

Романов Анатолий Александрович (1948-мĕш çулхи сетябрĕн 27-мĕшĕнче çур., Пушкăртстанри Пелепей районĕ, Илккел) — совет тата Раççей çар ĕçлевçи, генерал-полковник, Раççей Паттăрĕ (1995). Раççей Шалти Ĕçсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ — МВДн Шалти Çарĕсен ертÿçи, Федерацин Чечняри Пĕрлештернĕ Çарĕсен ушкăнĕн ертÿçи.

1995-мĕш çулхи октябрьте ун çине тата унпа пулнă çынсем çине тапăннă, çавна пула А.А.Романов йывăр аманнă. Хăй тĕллĕн утса çÿреме тата калаçма пултараймасть. Пĕр тăтăш МВДн Балашихари госпиталĕнче сипленет.

Кунçул

тӳрлет

Анатолий Александрович Романов 1948-мĕш çулхи сетябрĕн 27-мĕшĕнче Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Илккел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл çуралнă урама ун чухне "Михайловка" тенĕ (халĕ — ул.Заречная)[1], çавна кура яла та хăш чухне Михайловка тенĕ. Генерал-полковник чăвашах тесе çирĕплетме пулать. Чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕрен çеç мар.

ЧР Президенчĕ Н.В.Фёдоров хушнипе ЧР культура тата национальноçсен министрĕ В.П.Иванов Пушкăртстан Республикин Пелепей район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Н.Валеевпа çыхăнса калаçнă, Романов генерал йăх-несĕлĕ çинчен ыйтса пĕлнĕ. Чăнах та, А.А.Романов Пелепей районĕнчи Илькино (унччен Михайловка тенĕ) чăваш яленче ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ — чăваш. Ĕмĕр тăршшĕпех çак тăрăхра пурăнса çĕре кĕнĕ, унтах пытарнă вĕсене[2].

Кăсăклă фактсем

тӳрлет

Чечнара чухне А.А.Романов генералăн ÿт сыхлавçисен шутĕнче Чăваш Енти Шăмăршă районĕнчи Шамккай ялĕнче çуралса ÿснĕ Долгов Олег Николаевич та (вăл унти вăрçăра пуç хунă, Раççей Паттăрĕ) пулнă[3].

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Анново ял тăрăхĕн сайчĕ. 2019 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Григорьев В. Романов генерал чăваш тени тĕрĕсех. — Самар ен (хаçат), 16.03.1996. 2№ — 3 С.
  3. ^ Новости » В Чукальской библиотеке - беседа с учащимися об участниках боевых действий в Чечне.

Каçăсем

тӳрлет