Розов Анатолий Сидорович
Анатолий Сидорович Розов (1933 çулхи юпан 14-мĕшĕ, Тăрваш ялĕ Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР — 2010 ç.) — чăваш ӳкерçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнерçи (1994)[1].
Анатолий Розов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Розов Анатолий Сидорович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1933 çулхи юпан 14-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Тăрваш ялĕ,Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2010 |
Жанр: | театр ӳкерçи |
Вĕренӳ: | Шупашкарти ӳнер училищи, Ленинградри театр, мусăк тата кинематографи институчĕ |
Паллă ĕçсем: | «Тăван ял», «Чувашские потешки», «Петушок–1» кӳлепӳ композицийĕ, Çĕрпӳ 400 çул тултарнин стелли |
Чыславсем: | Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи |
Кун-çулĕ
тӳрлет1933 çулхи юпан 14-мĕшĕнче Чăваш АССР Çĕрпӳ районне кĕрекен Тăрваш ялĕнче çуралнă.
Анатолий Сидорович Шупашкарти ӳнер училищинче, Ленинградри патшалăх театр, музыка тата киномотографи институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Чăваш пукане театрĕнче, Новокузнецкри тата Псковпа Кисанти пукане театрĕсенче ĕçленĕ.
1998 çултанпа Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене вĕрентнĕ. Анатолий Розов Çĕрпӳ хулин стеллине хатĕрленипе паллă.
2010 çулхи çĕртмен 6-мĕшĕнче вăл пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.
Пултару ĕçĕсем
тӳрлетПаллăрах ӳкерчĕкĕсене илес пулсан, çаксене асанма пулать: «Моя Чувашия» (1978), «Вечер в Торвашах» (1981), «Моя мама» (1983), «Чувашские потешки» (1991), «Музыка детства» (1996), «Вечность» (2002), «Надежда детства» (2003) тата ыттисем.
Чыславсем
тӳрлет- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1994).
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Деятели культуры и искусства : Художники и архитекторы : Розов Анатолий Сидорович 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.