Раççей Федерацин ТÇФ Каспи флотилийĕ
(Раççей Федерацийĕн ТÇФ Каспи Флотилийĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Каспи флотилийĕ — Раççейĕн Каспи тинĕсĕнчи çар флотилийĕ, кану вырăнĕ (база) Аçтăрхан хулинче. Флотили шутĕнче темиçе бригадăсемпе дивизионсем, авиаци, çыранри çарсем. Артиллери катерĕсен бригадин базисем Махачкалапа Каспийск хулисенче.
- Флотпуçĕ: вице-адмирал Юрий Владимирович Старцев
- Флагман: сыхлав карапĕ «Тутарстан»
- Флотилин ытти карапĕчĕсем: артиллериллĕ карап «Аçтăрхан», тральщик «Магомед Гаджиев», ракетăллă катер «Ступинец», пĕчĕк гидрографи карапĕ «ГС-301»
Функцисем
тӳрлет- Терроризмпа тĕн экстремисăмне хирĕçлĕ кĕрешӳ.
- Браконьерсене чарак лартасси.
- Сутă-илĕве сыхласси.
- Раççей нефть управĕсене сыхласси.
Истори
тӳрлет- 1722 çулхи чӳк, 4 уйăхĕнче Пётр I никĕсленĕ.
- 1796 çулта вырăс çарĕсем Дербентпа Баку хулисене çĕнтерсе илнĕ çапăçусене хутшăннă.
- 1813 çулта, Гюлистан килĕшӳ хучĕ çырнă хыççăн, Раççей Каспи тинĕсĕнче пĕртен-пĕр çар флочĕ тытма ирĕк илнĕ.
- 1867 — 1992 çулсенче флотилин кану вырăнĕ Баку хулинче пулнă.
- 1918 çулта, Баку хулине акăлчансем туртса илсен, флотилин пĕр пай карапне тыткăна илнĕ, ыттийĕ Петровск портне (Махачкала) куçнă.
- 1920 флотили Бакуна таврăннă.
- 1941 çулхи çурла, 24 — 26 флотили десант операцине хутшăннă, Ирана десант антарса хăварнă.
- 1992 çулта флотилине СНГ каспи патшалăхĕсем пайланă.
Çав. пекех
тӳрлет- Каспи çар флотилийĕ
- http://old.grani.ru/cis_security/facts/kf/ 2006 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хупăнчăк тинĕс флочĕ - Lenta.ru
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Каспийская военная флотилия
- СНГ: проблемы безопасности / Каспийская флотилия
- Флот закрытого моря — Lenta.ru2006 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Каспийская флотилия на сайте ВМФ России2009 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.