Паймак муниципа́ллă райо́н (пушк. Баймаҡ районы, выр. Баймакский муниципа́льный район Башкортостана) — Пушкăрт Республикин кăнтăр-тухăç енчи районĕ. Административлă тĕпĕПаймак хули, Ӗпхӳне çитме (тӳрĕ йĕрпе) 275 çм, автомобиль çулĕпе — 489 çм.

Тухăçчиккинче — Челяба облаçĕ.

Пĕтĕмĕшле хыпарсем

тӳрлет

Района 1930 çулхи çурла, 20 йĕркеленĕ. Çĕр лаптăкĕ — 5432 çм². Район шутĕнче Паймакпа Сипай хулисем тата хула евĕр посёлок Тубинский. Çаплах 90 пурăну вырăнĕ пур. Калăплисем: Темясово (3,1 пин пурăнакан), Ват Сипай (2,0 пин), Акмурун (1,7 пин) чиркӳ ялĕсем, Зилаир совхоз-техникумĕн тĕп кил йăви (2,7 пин).

Халăх йышĕ (Сипайрипе Паймакрисĕр) 1995 çул пуçламăш тĕлне 43,5 пине çитет.

Ялсенчи вăта йышлăх — 8 çын 1 çм² çине. Чылайăшсем — пушкăртсемпе (82,7%) вырăссем

Çутçанталăкĕ

тӳрлет

Геологиллĕ тытăмлăхĕпе çĕр управĕсем

тӳрлет

Район çĕр витĕмне Тагил-Магнит ту авăнчăкĕпе Урал ту çĕкленĕвĕн тектоникăллă тытăмĕ тытса тăраççĕ. Колчедан чул тăприн шыраса-тĕпчесе палăртнă управĕсем (Сипай, Пакăрта, Таштавăс, Палта-Тавăс, Камаган тата урăххисем те), ылтăн чуллă тăпра (Тухăç-Çемен, Каинтӳпе, Юлали тата урăххисем те), сапаланчăк е пĕрчĕклĕ ылтăн (Хурасас, Хутăлас, Шурали тата урăххисем), цеолит (Сипай), 20 ăсталамалли чул 20 управĕ), акшар, кирпич тăмĕ тата урăххисем те. Районăн çурçĕр-анăç пайĕнче Уралту хырçи, çав вырăн айлăмлăрах, тӳремленнĕ, нӳрĕк климатлă, хыр, хурăн тата ăвăс йывăç вăрманĕллĕ.

Хуçалăхĕ

тӳрлет

Паллă çыннисем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.