Полякова Татьяна Викторовна
Татья́на Поляко́ва (чăн ячĕ — Татья́на Ви́кторовна Рога́нова; 14.9.1959 — 08.3.2021; Улатимĕр) — «авантюрăллă детектив» жанрĕнче ĕçленĕ раççей çыравçи.
Татьяна Полякова | |
Тĕнчери Мускав кĕнеке ярмăркки-куравĕнче, 2011 çул | |
Çуралнă чухнехи ят: | Татьяна Викторовна Роганова |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1959авăн, 14 |
Çуралнă вырăн: | Улатимĕр, РСФСР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2021пуш, 8 |
Вилнĕ вырăн: | Улатимĕр, РФ |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | XX, XXI ĕмĕрсенчи проза çыракан |
Пултарулăх çулĕсем: | 1997—2021 |
Жанр: | детектив |
Ĕçсен чĕлхи: | вырăс |
Официальный сайт | |
Биографи
тӳрлетТатьяна Полякова Улатимĕрте çуралнă. Ивановăри патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче аслăпĕлӳилнĕ.
1997 çулта çырма тытăннă. Пурĕпе 85 ытла кĕнеке хайланă, мĕнпур тираж 30 миллион ытла экземпляра çитнĕ.
Çыравçă романĕсене «Татьяна Поляковăн авантюрăллă детективĕ» серипе кăларнă. Унăн кĕнекисем тăрăх «Тонкая штучка» тата «Чёрта с два» фильмсене, «Как бы не так», «Строптивая мишень» и «Тень стрекозы» сериалсене экранизациленĕ.
Çемье
тӳрлетÇыравçă Улатимĕрте упăшкипе — Александрпа — пурăннă. Ывăлĕ — Родион — хăйĕн çемьипе Санкт-Петербургра пурăнать.
Пултарулăхĕ
тӳрлет«Лиза» журнала панă интервьюре çапла каланă:
В своё время сказала, что уйду на пенсию после пятидесятой. Но увидела плакат в честь выхода сотой книги Дарьи Донцовой и подумала: «А мне слабо?»[1]
Экранизациленисем
тӳрлет- 1999 «Тонкая штучка»
- 2003 «Как бы не так» (2 сери)
- 2004 «Строптивая мишень» (4 сери)
- 2006 «Алмазы на десерт» (3 сери)
- 2009 «Чёрта с два»
- 2015 «Тень стрекозы» (4 сери)
- 2016 «Выйти замуж любой ценой» (4 сери)
- 2016 «Мавр сделал своё дело» (4 сери)
- 2017 «Барышня и хулиган» (4 сери)
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Татьяна Полякова: "Донцова взяла меня на «слабо» // Лиза. — 2009. — № 29. — Стр.78.