Пололовинка (юханшыв)
Пололовинка (чăв. Çурма пай) — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Тулашкă (выр. Тулажка) шывĕн сулахай юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв Половиннăй ялтан çичĕ-сакăр çухрăм хĕвеланăçнелле вырнаçнă вăрмантан юхса тухать. Ытларах пайĕпе хĕвелтухăçнелле юхать. Половиннăй ял çывăхĕнче Тулашкă шывĕпе пĕрлешет.
Пололовинка юпписен шучĕ вуннă патнелле, пысăккисем çук.
Юханшыв вăрманшшăн юхнăран ун тăрăхĕнче пĕр ял та çук. Тулашкă шывĕпе пĕрлешнĕ вырăнта çеç Половиннăй ял ларать.