Кун Радомир (чăн ячĕ Плотников Рево Васильевич), — сăвăç. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 23-мешĕнче Муркаш районĕнчи Турикасси ялĕнче çуралнă.

Кун Радомир
Кун Радомир

2001 çултанпа чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

1992 çулта Шупашкарти элетромеханика техникумне пĕтернĕ. Çарта пулнă. Çартан таврăннă хыççăн тимĕрпе бетон тата сталь конструкциĕсен монтажникĕ, бетон çăраканĕ, токарь, токарь-автоматчик пулса ĕçленĕ. 1990 çултанпа Шупашкарти агрегатсен завочĕнче электормонтёр вырăнĕнче ĕçлет.

Ӗçĕсем тӳрлет

Сăвăсем çырас шухăш унăн 1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çуралнă. Пĕтĕм вăйне хурса çырма 1992 çултан пуçланă.

Унăн кĕнекисем:

  • «Воздвижение» (вырăсла, 2000);
  • «Сăвăсем» (чăвашла, 2002).