Пацифи́даПасифи́да, çаплах — Му континенчĕ) — гипотезăри Лăпкă океана путнă континент. Чылай халăхсен авалхи халапĕсенче тăтăшах Лăпкă океан вырăнĕнчи утрав е çĕр пирки асăннă, анчах та «хыпарĕсем» тĕрлĕ пулаççĕ.

Çурçĕр (çӳлте варринче) тата Кăнтăр Америкăсен (аялта варринче), сулахайра пĕтнĕ Му континенчĕ, сылтăмра Атлантида, карттине ӳкернĕ Ики чулĕсенчен пĕрри[1]
Шыв айĕнчи çурт-йĕрсем Йонагуни утравĕ (Япони) патĕнче

Оккульт тата пара-ăслăлăх литературăра Пацифида пирки тăтăшах пĕр-пĕрине хирĕçлекен, тĕрлĕ халăхсен халапĕсенче тата авторсен фантазийĕсенче нумай верси (Атлантика океанĕнчи Атлантида, Инди океанĕнчи Лемурия, Çурçĕр Пăрлă океанĕнчи Арктида-Гиперборея пекех) пур.

«Му» терминĕ

тӳрлет

Брассер де Бурбур аббат майя çырăвне тĕс мар куçарнипе кĕртнĕ. Унăн ăнлавĕпе Анăçри (Атлантика океанĕнче) çĕре палăртнă. Огюст Лё-Плонжонпа Джеймс Чёрчвард оккульт çыравçисем ăна йышăннă, вĕсен ĕçĕсенче Му Лăпкă океанри питĕ пысăк материка — тĕнчери мĕнпур культурăна çуратнă амăшне — кăтартнă. «Му»терминпа тăтăшах мистиксемпе пара-ăслăлăх теорисене тытса пыракансем усă курнă.

Пасха утравĕ

тӳрлет

Пасха утравĕутравсенчен пĕрри, ăна тăтăшах вăрттăн та асамлă шутлаççĕ. Аякра тăраканскер, моаи (чул скульптурисем), Полинезипе те, Кăнтăр Америкăпа çыхăнса тăни халиччен те епле пулса тухни пирки халапсем çӳреççĕ. Халапсенче каланипе, утрав çинче тахçан нумай çын пурăннă, утравĕ те пысăкрах пулнă, кайран шыва анма тытăнать. Статуйсене тума пултарнине шантарса хыпарланă[2][3], хăшпĕр теорисемпе çакна тума нумай çын кирлĕ, хальхи утрав территоринче çавăн чухлĕ халăх тăранса пурнаймасть. Геологи енчен çирĕплетнипе çыран хĕрри пурăнма пуçланăранпа улшăнман.[4] Этемлĕхĕн кун-çулĕн юлашки пинçуллăхĕнче утрава çутçанталăк катастрофи тустарман.

Кунсăр пуçне хăшпĕр ватă карттăсенче Пасха утравĕ таврашĕнче урăх территорисене те кăтартнă. Сăмахран, Дэвис çĕрĕ, кăтартнă тĕлте çук. Çырса панипе, çак утрав Пасха утравĕ пекех, çапах та пысăкăшпе пысăкрах. Тепĕр енчен, виçнĕ чухне йăнăш тума пултарнă.

Полинези

тӳрлет

Полинезисем Анăç енчен пурăнма килнĕ пулин те, халапсенче Тухăçран килнĕ ламтайсем пирки асăнаççĕ. Çакна Тур Хейердал та кăтартнă. Индейсен полинезисемпе пĕрлехлĕх сахал, çавăнпа та вĕсем хушшинче çĕр пулма пултарнă .[5]

Океани картти çинче вулкан утравĕ чылай. Вулкансем халĕ те питĕ хастар ĕçлеççĕ, çапла вара пысăках мар утравсем пысăк континентăн пайĕсем пулнине кăтартать.

Лăпкă океанри çулăм унки питĕ хастар, пысăк пĕрхĕнӳсем çĕр çийĕнчи вулкансенче те (Кракатау [6], Майон, Семеру, Пинатубо[7]), шыв айĕнчисенче (Тонга[8]). Извержение Кракатау сильнейшим образом изменило остров[9] пулаççĕ, çаплах Туанаки утравĕ шыва аннă пирки паллă[10] (Кук утравĕсем, Туанаке атоллпа пăтраштармалла мар).

Ăслăхри версисем

тӳрлет

Пацифидăна тинĕс тĕпĕнче шыраман. Континент е пысăк утрав пуррине тĕпчесе ĕнентерни çук.

Пацифида ятпа тепĕр тахçанхи Гондванăран пĕрремĕш катăлса уйрăлнă материка каланă. Унăн вырăнĕнче Австрали, Çĕнĕ Зеланди тата Океанири хăшпĕр утравсем çуралнă. Çакна унти чĕрчун тата ӳсентăран уйрăмлăхĕ палăртать.[11][12]

Вуламалли

тӳрлет
  • Черчвард Дж. Древний континент Му: Прародина человечества / Пер. с англ. — М.: Алгоритм, Эксмо, 2012. — 288 с. — (Тайная история человечества). — 3000 экз., ISBN 978-5-699-55060-9

Асăрхавсем

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет