Çурçĕрти Пăрлă океан

океан
(Çурçĕр Пăрлă океанĕ ҫинчен куҫарнӑ)

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Çурçĕр Пăрлă океан
Лаптăк 14.75 млн км²
Калăпăш 18.07 млн км³
Чи тарăнăшĕ 5527 м
Вăтам тарăнăш 1225 м

Çурçĕр Пăрлă океан, — Евразипе Çурçĕр Америка континенчĕсем хушшинче вырнаçнă, лаптăкĕпе чи пĕчĕк океан. Лаптăкĕ 14,75 млн км2, объемĕ 18,07 млн. км3. Чи тарăн вырăн Гренланди тинĕсĕн 5 527 метр тарăнăшĕнче вырнаçнă. Вăтамран тарăнăшĕ вара 1 225 метр.

Тинĕссем

тӳрлет

Еврази патĕнче çак тинĕссем вырнаçнă: Норвеги, Баренц, Шурă, Кара, Лаптевсен, Хĕвелтухăç Çĕпĕр тата Чукотка тинĕсĕсем; Çурçĕр Америка хĕрринче çаксем вырнаçнă: Гренланди, Бофорт, Баффин, Гудзон кӳлмекĕ, Арктикăри Канадăн архипелагĕн заливĕсемпе проливĕсем.

Утравсем

тӳрлет

Утравсен шучĕпе Çурçĕр Пăрлă океан Лăпкă океан хыççăн иккĕмĕш вырăна йышăнать. Чи пысăк утравсемпе архипелагсем: Арктикăри Канадăн архипелагĕ, Гренланди, Шпицберген, Франц-Иосиф Çĕрĕ, Çĕнĕ Çĕр, Çурçĕрти Çĕр, Новосибирск утравĕсем, Врангель утравĕ.

Судоходство

тӳрлет

3-5 уйăх хушши Çурçĕр Пăрлă океан тăрăх тинĕссем урлă тавар туртараççĕ. Ытларах енĕпе таварсене туртарма океана Раççей, АПШ тата Канада усă кураççĕ. Раççей Çурçĕр тинĕс çулĕнче анлă атомлă пăрçĕмеренсене усă курать.

Пысăк портсем: Мурманск, Беломорск, Архангельск, Диксон, Тикси, Певек (Раççей); Тромсё, Тронхейм (Норвеги); Черчилл (Канада).

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет