Пĕчĕк шăна кайăкĕ
Пĕчĕк шăна кайăкĕ (лат. Ficedula parva) - çерçинчен самаях пĕчĕк кайăк.
Çăмартисем (5-6) сăрă е симĕс кĕренрех тĕслĕ, хăмăр пăнчăсемлĕ. Йăвине мăкран йывăç çурăкĕсенче, хăвăлĕсенче тăвать. Чĕпписем йăвана икĕ эрнерен пăрахса тухса каяççĕ.
Апачĕ шăнасенчен, лĕпĕшсенчен тăрать. Çуркунне ака уйăхĕн вĕçĕнче килет, каялла юпа уйăхĕн вĕçĕнче каять.
Пирĕн тăрăха вĕсен йышĕ чаксах пынăран, ку кайăка Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ.
Каçăсем
тӳрлет- Позвоночные животные России: Малая мухоловка(ĕçлемен каçă)