Пĕчĕк сăрă арлан
Пĕчĕкке сăрă арлан — ахаль арлан пекех мĕшĕлти чĕрчун, анчах кĕлеткипе унран чылай пĕчĕкрех. Унăн пурнăçĕ кил-çурт шăшийĕпе тачă çыхăннă. Ăçта кил-çурт шăшийĕ пур - çавăнта сăрă арлана та курма пулать. Пĕчĕкке сăрă арлан ӳсентăран вăррипе тăранса пурнать, тĕрлĕ хурт-кăпшанка та тиркемест. Пуслăхра 6-8 çура пулать. Виçĕ эрнерен çурасем хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. Сăрă арлансем тырпула нумай пĕтереççĕ. Пирĕн тăрăхра сăрă арлансен сиенĕ пысăках мар, мĕншĕн тесен ку чĕрчунсем кунта йышĕпе питĕ сахал.