Пăлпаш (юханшыв)
Пăлпаш (выр. Белбаж) — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан пĕчĕк юханшыв, Керженец шывĕн сылтăм юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв çăлкуçĕ Радость ялтан 5 çухрăм хĕвеланăçнелле вырнаçнă. Юпписен шучĕ çирĕм ытла, пысăккисем çаксем: Тележнăй, Ăвăслăх (выр. Осиновка), Голодаевка, Талка, Кĕçĕн Елховка.
Пăлпаш малтан тухăçалла юхать, Протасиха ялтан иртсен кăнтăр-хĕвелтухăçнелле пăрăнать. Клышино патĕнче Керженецпа пĕрлешет.
Ялсем
тӳрлетЮханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Радость, Пăлпаш, Хурамалăх (выр. Вязовка), Давыдово, Протасиха, Рамешки, Пилешлĕх (выр. Рябиновка), Ильински-Заборски, Доенкино, Плесо, Мăн Елховка, Успенски, Клышино.