Охатер Томеев
Охатер, — XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăвашсен пĕрлĕхпе политика ĕçлевçи, юрăç. Хальхи Чăваш Енри Шупашкар районне кĕрекен Питтукассинче, ХVII ĕмĕр вĕçĕнче, Томей ятлă паллă пик ямахатĕнче çуралнă[1].
Пурнăç
тӳрлетТомей мăнаçлă, хăйĕн тивĕçне лайăх пĕлекен пик пулнă, вырăс колонизаторĕсене пуççапма юратман, чылай чухне хирĕç те тăнă. Çавăнпа ăна хăйĕн йăхĕн пурлăхĕнчен, çĕрĕ-шывĕнчен уйăрма тăрăшнă. Ывăлĕ вара, Охатер, ӳссе çитсен хăй йăхĕн ячĕ-шывĕшĕн кĕрешме тытăнать.
Патша салтакĕсем ăна темле тертлентерсен те çĕнтереймен. Вăл хăй тĕрĕссине ĕнентерме пултарнă. Ăна юлашкинчен çапах та йĕрлеме пăрахнă. Анчах Охатер кĕрешме пăрахман. Унăн тăван халăхне хӳтĕлемелле. Çав çулсенче тата шăп та лăп чăвашсене питĕ тискеррĕн пусмăрласа, хăратса та хĕсĕрлесе тĕне кĕртме тăрăшаççĕ.
Охатер вара çак ирсĕрлĕхе хирĕç хаяр кĕрешĕве çĕкленет. 1744 çулта вăл таврари хăй майлă чăвашсене пуçтарать те вăйпут ларакан Шупашкар хулине çĕмĕрсе кĕрет.
Пăлхавçă чăвашсем Архангельски чиркĕве тытса илеççĕ те хăйсен çĕнтерĕвĕ çинчен пĕлтерес тесе, пĕтĕм тĕнче илтмелле чан сапаççĕ... Колонизаторсем чĕтрене ереççĕ. Охатар таврара хуçа пулса тăрать. Нарăс уйăхĕнче Шупашкар уесĕнчи чăвашсем хăйсен курултайне ирттереççĕ. Курултая пурĕ 88 делегат пуçтарăннă. Вĕсем вăйпа тĕне кĕртнине хирĕç мĕнле кĕрешмеллине сӳтсе яваççĕ. Вара, резолюцисем йышăнса, Охатерпе тепĕр икĕ çьшна Кĕтерне патша майри ячĕпе хăйсене хĕсĕрлекенсем çинчен çыру çырса пама суйлаççĕ. Çавăн пек çыру вĕсем Питĕре янă. Охатер вара кунпа çеç çырлахмасть. Вăл курултай суйланă çынсемпе пĕрле (Санка Савадеров тата Михаил Иерендеев) Мускава тухса кайма хатĕрленет. Çырăвĕ хатĕр. Ăна делегатсем хăйсен тăмхисене ӳкерсе çирĕплетеççĕ. Тамха — алă пусни те, пичет пусни те. Мускава Охатер хăй пĕччен тухса каять. Çырса хатĕрленĕ хута Сăваплă Синодăн Мускаври кантурне парать. Çав çырура чăвашсене ирĕксĕрлесе тĕне кĕртмешкĕн чарăнма тата хĕсĕрлекенсен тискер ĕçĕсене пăхса тухма виçĕ çынран комисси тума ыйтаççĕ.
Патша правительствишĕн Охатер ертсе пыракан кĕрешӳ питĕ хăрушă пулнă. Вăл вара Охатере тытса Мускава илсе килмелли çинчен указ кăларать. Анчах Охатере тытаймаççĕ. Унăн малаллахи шăпи пирки нимĕнле чăнлавсем те упранса юлман.
Охатер юррисем
тӳрлетОхатерĕн юррисене 1955 çулта Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Питукасси ялĕнче, 86 çулхи С.П. Самойлов (Сеттер-мучи) ват çынран çырса илнĕ.
Шупашкарта шурă пӳрт
тӳрлет- Шупашкарта шурă пӳрт,
- Сарă вырăс пурăнать.
- Сарă вырăс пурăнать,
- Хура чунпа туслашать.
- Пирĕн ялта хура пӳрт
- Хура чăваш пурăнать.
- Хура чăваш пурăнать,
- Таса чунпа туслашать.
Вуламалли
тӳрлет- Димитриев, В. Д. Охадер Томеев - чувашский общественно-политический деятель второй четверти XVIII века. // Исследования по дореволюционной истории Чувашии : [сб. ст.] / Науч.-исслед. ин-т яз., лит., истории и экон. при Совете Министров Чуваш. АССР ; [ред. И. И. Бойко]. - Чебоксары : [б. и.], 1991. - 148, [2] с. ; 22 см. - 400 экз.. - 1 р. 30 к. р.
- Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар, ISBN 5-7670-0869-X.
- Элли Илле. Охатер Томеев. Сонет. — Хыпар, 1999, Раштав, 17.
Çав. пекех
тӳрлет- Саваскей — чăвашсен XVIII ĕмĕрти паттăрĕ.
- Торсай — чăвашсен XVIII ĕмĕрти паттăрĕ.