Осма́н чĕлхи (тăван ячĕ: لسان عثمانی lisân-ı Osmânî, туркк. Osmanlıca, Osmanlı Türkçesi), çаплах кивĕ анатоли-тĕрĕк, кивĕ осман е осман-турккă, — Осман империин патшалăх чĕлхи, тĕрĕк чĕлхисен огуз кĕçĕн ушкăнне кĕрет. Осман чĕлхи тĕрĕк тĕпĕнчен тухать пулсан та, хăшпĕр хайлавсенчи лексикинче 80—90 % çити араб тата перс сăмахĕсем пур. Унсăр пуçне, чĕлхере уйрăм араб тата перс грамматикинчи конструкцисемпе (тĕслĕхрен, изафет) ускураççĕ. Çавăнпа та XIX ĕмĕрĕн варринче осман чĕлхи турккă диалекчĕсенчен (тепĕр енчен, вĕсем çине те витĕм янă) питĕ уйрăлса кайнă.

Осман чĕлхи
Патшалăхсем: Осман империйĕ
Официаллă статус: Осман империйĕ
Çухалнă: XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕ
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
: Тĕрĕк чĕлхисем
Огуз ушкăнĕ
Турккă кĕçĕн ушкăнĕ
Çырулăх: араб-перс шрифчĕ (Осман алфавичĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2: ota
ISO 639-3: ota
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Тапхăрлани

тӳрлет

I. Кивĕ анатоли-тĕрĕк (XIII — XV ĕм. вĕçĕ) — Кĕçĕн Азири кăткăс этнос лару-тăрăвĕнче аталаннă, сложившейся после переселения сельджуков Анатолие куçса килсен (вĕсен йышĕнче ытларах огуз йăхĕсем пулнă, çаплах харçăсене çаплах кăпчак тата карлук йăхĕсем хутшăннă. Яланхилле кивĕ анатоли-тĕрĕк чĕлхине уйрăмлатаççĕ.

II. Хайхи осман:

1. Ирхи турккă е ирхи осман (XV ĕм. иккĕмĕш пайĕ—XVI ĕм.).
2. Ватам турккă евăтам осман (XVII — XVIII ĕм. пĕрремĕш пайĕ) — осман литературин «ылтăн ĕмĕрĕ», çыру-литература чĕлхи халăх калаçăвĕнчен питĕ уйрăлса каять.
3. Çĕнĕ турккă е çĕнĕ осман (XIX ĕү. пĕрремĕш пайĕ — XX ĕм. пĕрремĕш чĕрĕкĕ).

III. Хайхи турккă (XX ĕмĕрти 30-мĕш çулсенченпе).

Асăрхавсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Вырăсла

тӳрлет
  • Гузев В. Г. Староанатолийско-тюркский язык // Языки мира: Тюркские языки. — М.: Институт языкознания РАН, 1996. — (Языки Евразии). — ISBN 5-655-01214-6
  • Гузев В. Г. Староосманский язык. — М.: «Наука», Главная редакция восточной литературы, 1979.
  • Кононов А. Н. Турецкий язык // Языки мира: Тюркские языки. — М.: Институт языкознания РАН, 1996. — (Языки Евразии). — ISBN 5-655-01214-6

Акăлчанла

тӳрлет

Нимĕçле

тӳрлет

Франсла

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет
 
«Викисăмахсар» логотипĕ