О́рок чĕлхи (ульта, уйльта) — амурçумĕнчи (нани) алтай çемьин тунгус турачĕн тунгус-маньчжур чĕлхисен кĕçĕн ушкăнне ороксен чĕлхи. Раççей Федерацин Сахалин облаçĕн Поронай тата Ноглик районĕсенче сарăлнă.

Орок чĕлхи
Патшалăхсем: Раççей
Регионсем: Сахалин облаçĕ
Статус: çухалакан
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Алтай çемьи
Тунгус-маньчжур турачĕ
Çырулăх: кириллица
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: oaa
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

2002 çулта ирттернĕ халăх çыравĕпе Раççейре 346 орок пурăннă, вĕсенчен 64-шĕ тăван чĕлхене пĕлнĕ. Ороксем çавăн пекех Японири Хоккайдо утравĕнче пурăнаççĕ, вĕсен унти йышĕ паллă мар.

Орок чĕлхин икĕ диалект пур — çурçĕрти (тухăç сахалин) тата кăнтăрти (поронай). Хоккайдори ороксем кăнтăрти диалектпа калаçаççĕ.

Кириллицăпа йĕркеленĕ çырулăха 2008 çулта кĕртнĕ. Букваре пичетленĕ[1]. Сахалинри пĕр шкулта орок чĕлхипе вĕрентеççĕ.

Орок чĕлхин алфавичĕ

2008 çулта орок чĕлхи çыруллă пулса тăнă, ун çырулăхне кириллица сасă паллисемпе йĕркеленĕ. Сахалинти пĕр шкулта çак чĕлхене вĕрентеççĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • К. А. Новикова, Л. И. Сем. Орокский язык // Языки мира: Тунгусо-маньчжурские языки. М., 1997.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Дзиро Икэгами, Е. А. Бибикова и др. Уилтадаирису. Говорим по-уильтински. — Южно-Сахалинск: Сахалинское кн. изд-во, 2008. — 108 с. — ISBN 978-5-88453-211-3

Каçăсем

тӳрлет