Ой, савнă Чучикас! (юрă)
Ой, савнă Чучикас! — XX ĕмĕр вĕçĕнче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Кам ăсталани, текст тата кĕвĕ вăхăт иртнĕ майăн еплерех аталанса пыни паллă. мар. Эппин, ку хайлава фольклор палăрăмĕ темелле. XXI ĕмĕрти тăрăм пирки уçăмлăнах калама çук.
Ой, савнă Чучикас! | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | туй юрри |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Юррăн сăвви пирки
тӳрлет
Ой, савнă Чучикас!
Ой, савнă Чучикас!
Çĕр чĕтретсе килтĕмĕр:
Çакă та ялăн хĕрĕсем,
Çул юсама тухсамăр!
Ай-яр, ай-яр, ай-яр-ах!
Ой, хатăр, туй хатăр!
Ой, хатăр, туй хатăр!
Хамăр хатăр пулмасан,
Туй та хатăр пулас çук!
Туй та хатăр пулас çук!
Ай-яр, ай-яр, ай-яр-ах!
Ял-ялĕнче яш малта,
Ял-ялĕнче яш малта!
Çакă та ялта хĕр малта,
Çакă та ялта хĕр малта,
Хамăр ялта хам малта!
Ай-яр, ай-яр, ай-яр-ах!
Фольклор хайлавĕ пулнăран, ку сăввăн варианчĕсем те пулнă, халĕ те пур.
Юррăн кĕвии
тӳрлетХалăх кĕвви темелле. Анчах та ăна композиторсем те ятарласа майлаштарнă. Ун пек майлаштарусенчен иккĕшне асăнмалла: 1) Анатолий Тогаев майлаштарни, 2) Геннадий Воробъёв майлаштарни.