Нью-Йоркри паянкун ӳнер музейĕ
Нью-Йоркри паянкун ÿнер музейĕ, кĕскен MoMA (акăл. Museum of Modern Art (MoMA)), Манхеттента вырнаçнă — хальхи вăхăтри ÿнерĕн тĕнчери чи пĕлтерĕшлĕ музейсенчен пĕри, çавăн пек ытти музейсен валли тĕслĕх пулса тăрать.
Нью-Йоркри паянкун ÿнер музейĕ Museum of Modern Art | |
---|---|
Никĕсленĕ | 1929 Чӳк, 7 |
Вырнаçнă | 11 Хĕвеланăç 53-мĕш урам (Манхеттен) |
Пыракансен шучĕ | 3 066 337 (2013) |
Директор | Гленн Д. Лоури |
www.moma.org | |
Нью-Йоркри паянкун ÿнер музейĕ Викиампарта |
Пĕрлешÿллĕ Штатсен халăх нумай килсе куракан музейсенчен виççĕмĕш тата тĕнчипе 13-мĕш (2013 -мĕш çулта 3 066 337 пыракан пулнă) вырăн йышăнать. Çĕнĕ Йоркăн тĕп паха кăтартуллă вырăнĕсенчен пĕри.
МоМА кун-çулĕ
тӳрлет1929-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Манхеттенти кантур çурчĕн ултă пÿлĕмне йышăнса, Рокфеллерсен кил-йышĕ пулăшнипе никĕсленнĕ. Музейăн пĕрремĕш ертÿçи ÿнер тĕпчевçи Альфред Барр пулнă.
Музей пуххинче XX-мĕш ĕмĕрĕн аслă ÿнер ăстисен чаплă хайлавĕсем — Ван Гогăн «Çăлтăрлă каç», Матиссăн «Ташă», Пикассон «Авиньон хĕрĕсем», Далин «Ăс-тăн яланлăхĕ», Брынкушин «Таврари кайăк» упранаççĕ.
Музейăн паянхи çуртне 1939 -мĕш çулта пуçланă, 1950-мĕш çç. ăна Филип Джонсон çĕнетнĕ, 1980-2000-мĕш çç. музей курав пÿлĕмĕсене темиçе хут ытларах аслатнă.
1947-мĕш çулта МоМА ертÿçисемпе «Метрополитен» музей хушшинчи килешу тытнă, ун тăрăх, вăхăт ирсе пынă çемĕн ÿнер хайлавĕсене паянкун ÿнер ĕçĕсен шайĕнчен классикалла шайя куçарма тивĕçнĕ, вара МоМА-ран «Метрополитена» куçармалла пулнă. Енчен те тепĕр ултă çултан килĕшÿне пăрахăçламан пулсан, МоМА хăйĕн пуххин чылай пысăк пайне çухататчĕ, халĕ вăл ĕçсем паянкун ÿнер «классики» пулса тăраççĕ.
Каçăсем
тӳрлетПаянкун ÿнер музейĕ Викиампарта? |
- Официальный сайт МоМА
- The Museum of Modern Art Online Retail Store 2014 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Abby Aldrich Rockefeller: Patron of the modern 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- New York Times, 2007: Donors Sweetened Director's Pay At MoMA, Prompting Questions Controversy over the compensation package of MoMA's Director, Glenn D. Lowry.
- Taniguchi and the New MOMA
- Museum Conservation Lab Renovation 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.