Ноктюрн (фильм)
«Ноктюрн» (лат. Noktirne), СССР, 1966 — интернационал бригадин текĕрчĕ Жан Грива хайланă калавĕн мотивĕпе ӳнерленĕ пĕр ятлă илемлĕ фильм, вăрçă драми.
Ноктюрн | |
Noktirne | |
Фильм постерĕ | |
Жанр | вăрçă драми |
---|---|
Режиссёр | Ростислав Горяев |
Тĕп рольсенче |
Пола Ракса Гунар Цилинский |
Кинокомпани | Рига киностудийĕ |
Тăсăлу | 79 мин. |
Патшалăх | |
Чĕлхе | латыш / вырăс |
Çул | 1966 |
IMDb | ID 1957985 |
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ноктюрн пăхăр.
Сюжет
тӳрлетИспанири граждан вăрçин юлашки этапĕ. Республикансен çарĕ Пиренейсем лешьенне каçса кайнă. Ăнсăртран интернационалист-латыш Жорж тата медсестра-француженка Иветта тĕл пулаççĕ. Пĕр-пĕрне тӳрех савса илеççĕ, анчах вăрçă тăвăлĕ вĕсене уйăрса ярать. Иветта чикĕ урлă каçса тăван çĕршывне çитет, Жорж вара концлагере лекет.
Темиçе çул иртет. Францие нимĕç çарĕсем оккупациленĕ. Пĕчĕк марсель ресторанĕнче лагерьтен тарнă Жорж савнине тĕл пулать. Иккĕшĕ те партизансем патне каяççĕ. Отряд çар ĕçне тума кайсан лагере карательсем атакăлаççĕ. ВХаяр çапăçура Иветта пуçне хурать.
Рольсем
тӳрлет- Пола Ракса — Иветта
- Гунар Цилинский — Жорж
- Юрис Плявиньш — Лейнгрен
- Владимир Васильев — тăсланчăк салтак
- Валдеко Ратассепп
- Карлис Тейхманис
- Александр Строев
- Янис Зенне
- Александр Лемберг
Пултарулăх ушкăнĕ
тӳрлет- Сценари авторĕ: Антон Станкевич
- Режиссёр: Ростислав Горяев
- Оператор: Гвидо Скулте
- Ӳкерҳĕ: Улдис Паузерс
- Композитор: Ромуальд Гринблатс
- Монтажёр: Эрика Мешковска