Рига киностудийĕ

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Рига киностудийĕ
Никĕсленĕ çул 1940
Вырнаçнă Латви Латви: Рига
Шмерль ур., 3
Паллă çынсем правлени председателĕ
Вент Хорст
Отраçлĕ кинематограф
Веб-сайчĕ Рига киностудин официаллă сайчĕ

Рига киностудийĕ (лат. Rīgas kinostudija) — латышсен киностудийĕ.

Истори тӳрлет

1940 çулта, унчен пулнă харпăр кинокомпанисене пухса, никĕсленĕ. 1948 çулта, икĕ производствăна пĕрлештернĕ хыççăн, илемлĕ тата хроникăлла-документлă фильмсен студине туса хунă. 1958 çулта Рига киностудийĕ ят панă.

Студи павильонĕсем хулара тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă: Лачплесис урамĕнчи çуртра, каярах ăна Çамрăксен театрне панă, «Пионер» кинотеатр çуртĕнче, Филармонин камера залĕнче тата «Зиемельблазма» культура керменĕнче. Студи правленийĕ Шкул урамĕнчи çуртра ĕçленĕ.

1954 çулта СССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Кинематографи комитечĕн кинематографипе полиграфи промăçлăхĕн «Гипрокинополиграф» проект институчĕ Рига киностудин çурчĕсен комплексĕн проектне хатĕрленĕ (архитекторсем: В. Воронов тата А. Окунев). Икĕ черетпе 1961 тата 1963 çулсенче виçĕ павильона (лаптăкĕпе 950, 800, 140 м².[1]) хута янă. Мĕнпур персонал çĕнĕ вырăна - Шмерль урамĕ, 3 - куçнă.

Совет тапхăрĕнче студи хăйех сценарие çырнинчен пуçласа фильма проката яричченех илемлĕ фильмсене ӳнерленĕ. XX ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче пĕр çулталăкра 10 - 15 фильм (весенчен çурри — тулли фильмсем) кăларнă, кунта 1000 яхăн çын тăрăшнă.

Пултарулăх канашĕн пайташĕсем пулнă Латвири паллă театр ĕçченĕсем, паллă режиссёрсем тата актёрсем: Алфред Амтманис-Бриедитис, Вия Артмане, Юрий Юровский, Эдуард Смильгис, Эльза Радзиня.

Студи ертӳçисем тӳрлет

  • 1948—1964 — П. Янковскис
  • 1964—1968 — Ф. Королькевич
  • 1968—? — Х. Лепешко
  • 1987—1990 — Р. Пик

Сценари уйрăмне ертсе пынăскерсем тӳрлет

Рига киностудинче ӳнерленĕ фильмсем тӳрлет

Фильм ячĕ / Тăван ячĕ — Режиссёр

1940—1949 тӳрлет

1940

1946

1947

1949

1950—1959 тӳрлет

1955

1956

1957

1958

1959

1960—1969 тӳрлет

1960

1961

1962

1963

1964

1965

1966

1967

1968

1969

1970—1979 тӳрлет

1970

1971

1972

1973

1974

1975

1976

1977

1978

1979

1980—1989 тӳрлет

1980

1981

1982

1983

1984

1985

1986

1987

1988

1989

2000 тӳрлет

2000

Асархавсем тӳрлет

  1. ^ Jānis Krastiņš, Ivars Strautmanis «Riga. The Completе Guide to Architecture»; Rīga, Projekts 2004.(акăлч.)

Литература тӳрлет

Каçăсем тӳрлет