Николаев Семён Николаевич

Николаев Семен Николаевич - Учредительсен Пухăвĕн (1917-1918) депутачĕ, юрист, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ.

Семён Николаев
Николаев Семён Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1880
Çуралнă вырăн Начар Упи ялĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей империйĕ (Чăваш Енĕр Патăрьел районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1975
Вилнĕ вырăн: Прага хули
Ĕçлев тĕсĕ: политик, революционер, юрист, вĕрентевçĕ
Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Биографи тӳрлет

1880 çулта Патăрьел районĕнчи Начар Упи ялĕнче çуралнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулне 1901 çулта пĕтернĕ. Чĕмпĕрти хакал семинаринче 1906 çулта вĕренсе тухнă. Хусан университечĕн юридици факультетне аслă пĕлӳ илнĕ.

1914-1915 çулсенче - Чĕмпĕрти тăрăхĕн судĕнче. 1915-1917 çулсенче - çар хĕсметĕнче тăнă. 1917 çулта ăна чăваш наци ят-йышĕпе Учредительный собранин элчине суйланă. 1918 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин çӳтĕç уйрăмĕн чăваш подотуйрăмĕн ертӳçи. 1918 çулхи çурла уйăхĕнчен Комуч секретарĕ.

Шурă çарпа пĕрле Владивостока çитет, унтан эмиграциннĕ.

Прагара 15 çул хушши Вырăс библиотекин ертӳçи пулса ĕçлет. Чикĕ леш енчи вырăссен истори архивĕн (ăна вăрçă хыççăн Мускава илсе каяççĕ) пайташĕ. 1946 çулта ăна НКВД арестленĕ.

1946-1956-мĕш çулсенче лагерсенче пулнă. Ирĕке кăларсан тăван ялне кĕрсе тухнă хыççĕн каллех Прагăна тухса кайнă. Унта 1975 çулта вилнĕ.

Вуламалли тӳрлет

  • Батыревская энциклопедия. Чебоксары, 2005, 376 с.