Николаев Иван Николаевич
Иван Николаевич Николаев (16.1.1907, Вăрманхĕрри ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) — 31.3.1993, Шупашкар, Чăваш Республики) — акушер-гинеколог, сывлăх сыхлассине йĕркелекенĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ[1]
Иван Николаевич Николаев | |||||||
Çуралнă вăхăт: | 1907, кăрлач, 16 | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Вăрманхĕрри ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) | ||||||
Вилнĕ вăхăт: | 1993, пуш, 31 | ||||||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики | ||||||
Альма-матер: | 1-мĕш ММИ (1933) | ||||||
Чыславсемпе парнесем |
|
Ывăлĕ — Николаев Владимир Иванович, физик, МПУ тава тивĕçлĕ профессорĕ.
Биографи
тӳрлет1907 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Вăрманхĕрри ялĕнче çуралса ӳснĕ.
1929 çулта Канашри педагогика техникумĕнче вĕренсе тухнă. 1933 çулта Мускаври 1-мĕш медицина институтĕнче аслă пĕлӳ дипломне тивĕçнĕ.
1933–34 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă.
1934]–36 çулсенче çар хĕсметĕнчен тухсан, Чăваш АССР сывлăха сыхлакан халăх комиссариатĕнчи медицина пĕлĕвне илес уйрăмне ертсе пынă. 1936-39 çулсенче Чăваш Енри амăш-ачалăхне сыхлакан институтĕнче ординатор, 1939-41 çулсенче гинекологи уйрăмĕн директорĕ пулса ĕçленĕ.
1941-45 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
1946–48 çулсенче Чăваш АССР Сывлăха сыхлакан министерствăн амăш-ачалăхне сыхлакан методика центрне ертсе пынă.
1949-86 çулсенче Чăваш АССР Республикăн 1-мĕш № сыватмăшĕн клиникин гинекологи уйрăмне ертсе пынă.
Чыслани
тӳрлет- РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1957)
- Ленин орденĕ
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Тăван Çĕршыв вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕ (2)
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- медальсем
- Чăваш АССР Ĕçри Мухтавпа Паттăрлăхăн Хисеплĕ Кĕнекине кĕртнĕ (1967).