Никитин уесӗ — 1781—1796 ҫулсенче вӑйра тӑнӑ Мускав кӗпӗрни йышӗнчи уес.

Уес хӑйӗн кун-ҫулне Мускав кӗпернине 1781 ҫулта официаллӑ йӗркеленӗренпе пуҫлать, ун чухне Мускав провинцин чиккисенче 15 уесран тӑракан ҫӗнӗ Мускав кӗпӗрни йӗркеленнӗ, ун шутне Никитск уесӗ те кӗнӗ.

Никитск уесӗн чикки анӑҫра малтанхи Подольск уесӗпе, ҫурҫӗрте Мускав уесӗпе, тухӑҫра малтанхи Бронница уесӗпе тата кӑштах малтанхи Коломенски уесӗпе, кӑнтӑрта малтанхи Серпухов уесӗпе чикӗленнӗ.

I Павел вӑхӑтӗнче Никитск уесне пӑрахӑҫланӑ. I Александр ӑна тавӑрма шутламан, ҫӗрӗсене Подольскпа Бронница уесӗсем хушшинче пайланӑ.

Уеса пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн Никитск хула статусне ҫухатнӑ, ӑна Колычёво сали теме пуҫланӑ. 1697 ҫултанпа ялта чултан тунӑ Cӑмах калаканӑн Чӗрӗлӳ чиркӗвӗ пур. Халӗ ку вырӑн МКАД-ран кӑнтӑр-тухӑҫалла вырнаҫнӑ.

Уеса ертсе пыракан дворянсем

тӳрлет


Ҫӑлкуҫсем

тӳрлет

Асӑрхавсем

тӳрлет