Открыть главное меню

Никитин Ефим Никитич

Никитин Ефим Никитич, — чăваш драматургĕ. 1912 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче çуралнă. 2000 çулхи юпа уйахĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

1953 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артист ятне, 1968 çулта Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ, 1975 çулта РСФСР халăх артисчĕ ячĕсене тивĕçнĕ. 1972 çулта унăн ятне Чăваш Енĕн Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп Кĕнекине çырса кĕртнĕ.

ПурнăçĕТӳрлет

Шупашкарти музыкăпа театр техникумĕнче вĕреннĕ. Каярахпа Çамрăксен театрĕнче вылянă, Иккĕмĕш колхоз чăвашĕсен театрне ертсе пынă. 1943 çултанпа вăхăта сиктермесĕр К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче вылянă.

ӖçĕсемТӳрлет

Сцена çинче унăн «Сарпике», «Кукша Иван», «Вăрланă хĕр», «Майлаштарчĕç» пьесисене лартнă.

«Кукша Иван» — унăн пĕрремĕш нумай пайлă пьеса. Ăна 1940 çулта «Сунтал» журналта пичетленĕ.

Çавăн пекех вăл «Хуняма» пьесăн авторĕ.