Нибар-Девуар Флоранс

Флора́нс Ниба́р-Девуа́р (фр. Florence Nibart-Devouard, 1968 çулхи авăнăн 10-мĕшĕ, Версаль, Франци) — франци генетик-тĕпчевçи, Викимедиа фондăн шанăçлă çынсен канашĕн малтанхи пайташĕ.

Флоранс Нибар-Девуар

Кун-çулĕ

тӳрлет

Флоранс Версальре çуралнă, Гренобльре çитĕннĕ, каярах темиçе çĕрте пурăннă, сăмахран, Антверпенре тата американ Аризона штатĕнче. 2008 çул тĕлне франци Малентрăра (Пюи-де-Дом департаменчĕ). Упăшки: Бертран Нибар-Девуар, вĕсен виçĕ ача: Вильяма, Анн-Гаэль тата Тома́.

Инженер-агроном дипломне École nationale supérieure d’agronomie et des industries alimentaires вĕренсе туянать, генетика тата биотехнологисен магистрĕ.

2002 çултанпа франко- тата акăлчан чĕлхиллĕ Википедисенче Anthere никпа хутшăнать, 2004 çулта ăна Викимедиа фондăн шанăçлă çынсен канашне суйлаççĕ. 2006 çулхи юпа уйăхĕ 2008 çулхи утă тапхăрĕнче шанăçлă çынсен канашĕн ертӳçи (Джимбо Уэльс хыççăн) пулнă[1]. 2008 çулта Шанăçлă çынсен канашне суйланас шухăша йышăнмасть. Çав çултах ăна Малентра хулин вырăнти хăй тытăмлăх органне суйлаççĕ.

2008 çулхи çăвăн 16-мĕшĕнче вăл франци «За заслуги» орденăн кавалерĕ пулса тăрать.[2]

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет