Антверпен
Антверпен (нидерл. Antwerpen, фр. Anvers) — Бельги хули, Антверпен провинцийĕн тĕпĕ.
Тавралăхĕ
тӳрлетХула Шельда шывĕн икĕ енче вырнаçнă тинĕс порчĕ, тĕнчери вуннăлăх пысăк портсен шутĕнче.
Кун-çулĕ
тӳрлетТĕрĕссĕн хулана хăçан никĕслени паллă мар, çапах та вăл VII ĕмĕрте пулнă. Брюгге XII ĕмĕрте таялнă пирки тата Сакăрвунăçуллă вăрçă хыççăн Антверпен Нидерландсен чи пуянлă сутă-илӳ хули пулса тăрать.
Хуçалăхĕ
тӳрлетПысăк промыçлă тĕпĕ: нефтехими, машинă тăвакан тата урăх промыçлăсем, атомлă энергетика.
Антверпен — алмазсене якатас тата сутас енĕпе тĕнчен тĕпĕ шутланать. Сутă-илӳ йăлисемпе, алмазсене якатас ĕçсене еврей ушкăнĕнчи çынсем хутшăнаççĕ.
Çутĕç, ăслăлăх
тӳрлетÇутĕçĕн пысăк тĕпĕ — университет; темиçе аслă шкул.
Транспорт
тӳрлетХăвăртлă автомагистралсем Антверпена Гентпа, Брӳссельпе, Хасселтпа тата Бредпа çыхăнтараççĕ. Антверпена хăвăртлă чукун çулсен шутне кĕртес енĕпе паянкун кунта ĕçсем тăваççĕ.
Хулари транспорт шутне автобуссем тата çӳлти тата çĕр айĕнчи трамвайсем (антверпенсем хăш чухне ăна «метро» теççĕ) кĕреççĕ. Пулас вăхăтра çĕр айĕнчи трамвая метро шутне кĕртмелле.