Нестеровка (юханшыв)

НестеровкаЧулхула облаçĕнчи пĕчĕк юханшыв, Хура шывăн сулахай юппи.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв çăлкуçĕ Нефтелес ятлă пушă ялтан пилĕк çухрăм хĕвеланăçалла, вăрманта вырнаçнă. Малтан çурçĕрелле, кайран, çур çула çитсен, çурçĕр-хĕвеланăçнелле юхать. Семёново Шурань ялĕнчен ултă çухрăм кăнтăрта Хура шывне юхса кĕрет.

Нестеровка шывăн юппийĕсем сахал, пысăккисем çук. Шурлăхлă вăрман тăрăх юхать, çавна пула çынсем ун тăрăхĕнче пурăнмаççĕ.