Нарочницкая Наталия Алексеевна

Ната́лия Алексе́евна Нарочни́цкая (раштав, 23, 1948, Мускав, РСФСР, ССРП çур.) — раççей политика ĕçченĕ, историкĕ тата политологĕ. Истори ăслăхĕсен тухтăрĕ. АПШ, Германи тата тĕнчери хутшăнусен пĕрлехи проблемисемпе тендецисен специалисчĕ. РĂА Тĕнчери экономика тата тĕнчери хутшăнусен институчĕ аслă ăслăх ĕçлевçи. 2003—2007 çулсенче Раççей Федерацин Федераци пухăвĕн IV чĕнĕвĕн Патшалăх думин депутачĕ. 2008 çултанпа ытларах Парисре пурăнать, унта вăл Европăри Демократи тата пĕрĕçлĕх институтне ертсе пырать.

Нарочницкий хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Биографи тӳрлет

1948 çулта раштавăн 23-мĕшĕнче Мускавра çуралнă.

1971 çулта Мускаври тĕнчери хутшăнусен патшалăх институчĕн «Тĕнчери хутшăнусен» факультетĕнче пиллĕк паллăсемпе вĕренсе тухнă.

1971 - 1981 çулсенче — ССРП ĂА Тĕнчери экономика тата тĕнчери хутшăнусен институчĕн аспиранчĕ, аслă тĕпчевçи.

1981 - 1989 çулсенче ПНО секретариатĕнче ĕçленĕ.

1989 - 2003 çулсенче — РĂА Е. М. Примаков ячĕллĕ Тĕнчери экономика тата тĕнчери хутшăнусен институчĕн аслă, каярах, ертсе пыракан ĕçлевçи.

Килйышĕ тӳрлет

  • Ашшĕ — Алексей Леонтьевич Нарочницкий (1907—1989), академик, СĂӲА ютçĕр пайташĕ, тĕнчери хутшăнусен историйĕн специалисчĕ.
  • Амăшĕ — Лидия Ивановна Нарочницкая (Подолякина) (1922—2012), историк, патшалăх чыславĕсемпе хисепленĕ.
  • Упăшки — Иван Коваленко, 20 çул пĕрле пурăнсан уйрăлнă.
    • Ывăл — Алексей (1978 çур.) — РФ ЮĔМ ĕçлевçи, Эдинбургри консуллăхра тăрăшнă, кайран — ЮНЕСКО (Парис, Франци) çумĕнчи РФ Элчелĕхĕнче канашçă[1][2].

Тĕп ĕçĕсем тӳрлет

  • Нарочницкая Н. А. США и новая «восточная политика» ФРГ. — М.: Наука, 1979.
  • Нарочницкая Н. А. Россия и русские в мировой истории. — М.: Международные отношения, 2005. — 536 с. — 6000 экз. — ISBN 5-7133-1132-5
  • Нарочницкая Н. А. За что и с кем мы воевали. Минувшее, 2005. 80 с. — 27000 экз., ISBN 5-902073-37-5
  • Нарочницкая Н. А. Русский мир. — СПб.: Алетейя, 2007. — 320 с. — 5000 экз. — ISBN 978-5-91419-046-7
  • Нарочницкая Н. А. Великие войны XX столетия. — М.: Айрис-Пресс, 2007. — 248 с. — 5000 экз. — ISBN 978-5-8112-2912-3
  • Нарочницкая Н. А. Россия и русские в современном мире. — М.: Алгоритм, 2009. — 416 с. — 5000 экз. — ISBN 978-5-9265-0657-7
  • Нарочницкая Н. А., Фалин В. М. и др. Партитура Второй мировой. Кто и когда начал войну? — М.: Вече, 2009. — 416 с. — ISBN 978-5-9533-4298-8
  • Нарочницкая Н. А. Великие войны XX столетия. Ревизия и правда истории. — М.: Вече, 2010. 352 с. — (Актуальная история). — 3000 экз. — ISBN 978-5-9533-4887-4
  • Ялта-45. Начертания нового мира / отв. ред. Н. А. Нарочницкая. — М.: Вече, 2010. — 5000 экз. — ISBN 978-5-9533-4615-3
  • Нарочницкая Н. А. Русский код развития. — М.: Книжный мир, 2013. — 352 с. — (Служить России). — 2000 экз. — ISBN 978-5-8041-0603-5

Тетелре публикациленисем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Bashnya не указан текст
  2. ^ Моя фамилия известна публике, я сын Натальи Нарочницкой 185. ООО «Медиадом Мажор».

Каçăсем тӳрлет