Тайăм

(Наклонени ҫинчен куҫарнӑ)

Тайăм, — глагол кăтартакан ĕç е тăрăм чăнлăхпа еплерех çыхăннине кăтартакан грамматика категорийĕ. Тайăм форми глагол тĕпĕ çумне ятарлă аффикс хушăннипе пулать.

Чăваш чĕлхинче тăватă тайăм: кăтарту, хушу, ĕмĕт тата килĕшÿ.

Кăтартса калани хорми ĕç каличчен пулса иртнине, халь пулса пынине тата каланă хыççăн пулассине пĕлтерет (Эпĕ кĕнеке вуларăм. Ача çыру çырать. Ыран эпир кинона каятпăр). Çавăнпа кăтартса каланин виçĕ вăхăт — иртнĕ, хальхи тата пулас вăхăчĕ — хорминче пулать.

Кăтартса каланин ятарлă морфологи палли (аффиксĕ) çук, унăн пĕлтерĕшне вăхăт тата сăпат аффиксĕсем кăтартаççĕ: вула-т-ăп, вĕрен-ет-ĕп, çыр-т-ăм, кай-ăп, итл-ĕп-ĕр.

Хушу калани хорми ĕçе тума хушнине пĕлтерет (Эсĕ шутла. Эпĕ ĕçлем. Вăл çыртăр). Ку каланин пулăвĕ кашни сăпатра хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕл-е-м, эсĕ пĕл, вăл пĕл-тĕр; эпир пĕл-е-р, эсир пĕл-ĕр, вĕсем пĕл-ччĕр. Хирĕçлев пĕлтерĕшĕ каллех хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕлем мар, эсĕ ан пĕл, вăл ан пĕлтĕр; эпир пĕлер мар, эсир ан пĕлĕр, вĕсем ан пĕлччĕр.

Хушса каланин 2 сăпат хорми чăваш глаголĕн тĕпĕ шутланать (кай, пĕл, вула, итлĕ).

Сăпат формисен хушу пĕлтерĕшĕ пурин те пĕр пек мар: 2 сăпат форми ĕçе тума хушнине тулли, вăйлă палăртать пулсан, ыттисен пĕлтерĕшĕнче хушу сĕмĕ вăйсăртарах.

Ĕмĕтленсе калани ĕçе тума ĕмĕтленнине пĕлтерет. Вăл глагол тĕпĕ çумне -ăтт (-ĕтт), -ĕчч аффикс хушăннипе пулать (кай-ăтт-ăм, кай-ăтт-ăн, кай-ĕчч-ĕ; кай-ăтт-ăм-ăр, кай-ăтт-ăр, кай-ĕчч-ĕ-ç). Хирĕçлев аспекчĕн хорми глагол тĕпĕпе тайăлу аффиксĕ хушшине аффикс кĕрсе ларнипе пулать (кай-м-ăтт-ăм, кай-м-ăтт-ăн, кай-м-ĕчч-ĕ).

Килĕшсе каланипе усă кураканни пĕр-пĕр ĕçпе килĕшнине, уншăн ĕç вĕçленĕвĕ кирек мĕнле пулсан та пурпĕреххине пĕлтерет. Каланин пĕлтерĕшне тăвакан аффиксĕ -ин тата -ăсă (-ĕсĕ): эпĕ кай-ăп-ин, эсĕ кай-ăсă-н, вăл кай-ин; эпир кай-ăп-ăр-ин, эсир кай-ăсă-р, вĕсем кай-ĕ-ç-ин. Çак каланин хирĕçлев аспекчĕ аффикс хушăннипе пулать: эпĕ кай-м-ăп-ин, эсĕ кай-м-ăсă-н, вăл кай-м-ин.

Ку тайăмăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш сăпат формисемпе кулленхи калаçура сайра усă кураççĕ.

Вырăс чĕлхинче виçĕ тайăм: кăтарту, ĕмĕт тата хушу.

Вуламалли

тӳрлет
  • Егоров В.Г. Глагол // Материалы по грамматике современного чувашского языка Ч, 1957;
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.П. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.