Муром хулашĕ (вырăс. Муромский городок) — Самар облаçĕнчи Ставрополь районĕнче, — Жигули тата Валы ялĕсен хушшинче, — вырнаçнă хулаш. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчен (X-XIII ĕмĕрсем) юлнă археологи палăкĕ шутланать. Ку тăрăхра чăваш ялĕсем çук, çавна кура кунти топонимсен те ятарлă "чăвашлатнă" варианчĕсем çук. Ку вырăн — Самар кукри. Чăваш ялĕсем унта кăнтăр еннелле çеç пур (Çăлкуç, Хурниç, Хурамал). Вĕсем асăннă хулашран чылай аякра тăраççĕ.

Хулаш вырăнĕнче пулнă хулан чăн-чăн ячĕ паллă мар. Анчах та хулаша XVIII-мĕш ĕмĕртех "Муромский городок" теме пуçланă, çавна кура хулине хăйне те малсăлтавлăн çаплах калаççĕ.

Хулаш вырнаçнă вырăн

тӳрлет
 
Mуром хулашĕ çапла курăнать

Самар кукри текен вырăнăн çÿрçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă.

Ку вырăнта ятарласа тÿпе айĕнчи музей тăвасшăн. Проект пур. Чылай вăхăт хулаш вырнаçнă çĕрсене ялхуçалах тĕллевĕсемпе усă курнă — сухаланă, акнă, вырнă. Хальхи вăхăтра апла тумаççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет