Морриконе Эннио

Э́ннио Моррико́не (итал. Ennio Morricone; 1928 çулта çуралнă — 2020) — итал хальхи паллă композитор, аранжировщик тата дирижёр. Чылайрах кинопа инçекурав валли кĕвĕ хайлать.

Morricone (2007)

Кун-çулĕ

тӳрлет

Эннио Морриконе 1928 çулхи чӳкĕн 10-мĕшĕнче Римра, Марио Морриконе джаз трубачĕпе Либера Ридольфин çемьинче çуралнă. Вăл пиллĕк ачаран асли пулнă. Эннио 9 çула тултарсан Римри Таса Цецили консерваторине вĕренме кĕрет, унта пĕтĕмпе 11 çул хушши ăсталăха ӳстерет, 3 диплом — труба класĕпе 1946 çулта, оркестр (фанфар) класĕпе 1952 çулта тата композици класĕпе 1953 çулта — тивĕçет.

16 çулти Эннио Альберто Фламини ансамблĕнче иккĕмĕш труба ĕç вырăнне йышăнать, çак ушкăнра унăн ашшĕ вылянă. Ансамбльпе пĕрле Эннио Римри каçхи клубсемпе хăна çурчĕсенче укçа тупăшлать. Тепĕр çултан Морриконе театăра ĕçе вырнаçать, пĕр çул хушши мусăкçă, виçĕ çул хушши композитăр пулса тăрăшать. 1950 çулта вăл радио валли паллă кĕвĕçĕсен халăх кăмăлне кĕнĕ юрăсене капăрлатнă. Çак ĕçпе вăл 1960 çӳлчен хăтланать, 1960 çулта Морриконе телешоу валли мусăка илемлес ĕçе пикенет.

Фильмсене кĕвĕпе илемлетме Эннио Морриконе 1961 çулта çеç пуçлать, ун чухне вăл 30 çултан иртнĕ ĕнтĕ. Малтан итал вестерн жанрĕпе çыхăнать. Чаплăх ун патне пĕр классра вĕреннĕ Серджио Леоне режиссёрпа пĕрле тăрмашнă хыççăн килет. Леоне/Морриконе режиссёр/композитор пултаруллă пĕрлĕхне тăтăшах Эйзенштейн/Прокофьев, Хичкок/Херрманн, Миядзаки/Хисаиши тата Феллини/Рота дуэтсемпе танлаштарсан, нумайрахăше шухăшĕпе Леоне-Морриконе ĕçле туслăхĕ çӳллерех шутланать. Каярах Морриконене хăйсен фильмĕсене кĕвĕлеме Бернардо Бертолуччи, Пьер Паоло Пазолини, Дарио Ардженто тата нумай режиссёрсем ĕç хушаççĕ.

1964 çултанпа Морриконе «RCA» сасă çыракан компанинче ĕçлет, темиçе çĕр юрă капăрлатать, Джанни Моранди, Марио Ланц, Миранда Мартино тата урăххисем валли мусăк хатĕрлет.

 
Эннио Морриконе ПНО штаб-хваттерĕнче вылять. 2007 çулхи нарăс, 2

Европăра паллăха тухса, Морриконе холливуд синематографĕнче ĕçлеме каять. Америкăра Морриконе Роман Полански, Оливер Стоун, Брайан Де Пальма паллă ăстасен фильмĕсене кĕвĕ сассине кĕртет.

Пултарулăхĕ

тӳрлет

Эннио Морриконе — хальхи паллă композиторсен пĕри тата тĕнчери кинора ĕçлекен чи хастар композитор. Хăйĕн вăрăм та хевтеллĕ пурнăçĕн ĕç-хĕлĕнче вăл Италире, Испанире, Францире, Германире, Раççейре тата АПШ-ра ӳнерленĕ 400 фильм тата телесериал валли юрă-çемĕ кĕвĕленĕ. Морриконе хăй миçе саундтрек çырнине ас тумасть, çапах та вăтамран вăл уйăхра пĕр кĕвĕ шăрçаланă теме пулать.

Кинокомпозитор шайĕпе ăна пиллĕк хутчен «Оскар» парнине илме палăртнă, 2007 çулта вара вăл «Оскара» синематографа пысăк çитĕнӳ тунăшăн тивĕçет. Унсăр пуçне, 1987 çулта «Тĕкĕнме юраманнисем» (акăл. «The Untouchables») фильмăн кĕввишĕн ăна «Ылтăн глобус» тата «Грэмми» парнине тивĕç пулать. Морриконе кĕввипе капăрлатнă фильмсем хушшинче уйрăмах çаксене асăнмалла: «Пĕр ывăç долларшăн», «Темиçе доллар ытларах», «Лайăххи, япăххи, усалли», «Пĕррехинче Тискер Анăçра», «Пĕррехинче Америкăра», «Мисси», «Декамерон», «Багси», «Профессионал», «Тĕкĕнме юраманнисем», «Çĕнĕ кинотеатр „Парадиз“», телесериал «Спрут» тата «Пианист пирки калани».

Эннио Морриконен мусăк чухлавне çырса, каласа кăтартма çав тери кăткăс. Унăн аранжировкисем яланхилле тĕрлĕ ïăрануллă, вĕсенче классикăн та, джазăн та, итал фольклорĕн те, авангардăн та, рок-н-роллăн та, иçмасса, еккийĕ янрать. Морриконе тĕрлĕ тĕслĕ инструментсене — купăсран пуçласа электрогитарă таран — выляттарать, çапах та унăн хăй евĕр стайĕ — хĕрарăм сассине мусăк хатĕрĕ вырăнĕнче усă курса оркестрăн сĕткен çеммипе пĕрле шăрантарасси.

Морриконе саундтрексем кăна мар, вăл камера инструмент мусăкне те хайланă. 1985 çулта вăл Европăра тур ирттернĕ, концертсенче хăйех оркестра дирижёр пулса ертсе пынă.

Хăйĕн карьеринче икĕ хутчен Эннио Морриконе фильмсенче вылянă, 1995 çулта маэстро пирки тулли документлă фильм ӳкерсе илнĕ. Эннио Морриконе авланнă, унăн тăватă ача, Рим хулинче пурăнать. Ывăлĕ — Андреа Морриконе — çаплах кино валли мусăк çырать. «Metallica» этеп американ ушкăнĕ 80-мĕш çулсен вĕçенчен пуçласа хăйĕн кашни концертне «Лайăххи, япăххи, усалли» классика вестернĕнчи «The Ecstacy Of Gold» композиципе уçать. 2000 çулта ăна «S&M» проектра пĕрремĕш хут чĕррĕн (кавер-верси) шăрантарнă.

Фильмографи (тулли мар)

тӳрлет

Парнесем

тӳрлет
  • Оскар парни киноӳнере тупăш тунăшăн (2007 ç.)
  • Итали Республики умĕнчи тивĕçшĕн» орден аслă офицерĕ (2005) [1]
  • Итали Республики умĕнчи тивĕçшĕн» орден командорĕ (1995) [2]
  • Этеплĕхпе ӳнер облаçĕнче тивĕçшĕн ылтăн медаль (2000) [3]

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет