Профессионал (фильм)

«Профессионал» (фр. Le Professionnel) — Жорж Лотнерăн боевик, фильмра Жан-Поль Бельмондо тĕп рольте вылять.

Профессионал
Le Professionnel
Фильм постерĕ
Жанр боевик
Режиссёр Жорж Лотнер
Тĕп рольсенче Робер Оссейн
Жан-Поль Бельмондо
Сирьель Клэр
Композитор Эннио Морриконе
Тăсăлу 103 мин.
Патшалăх Франци
Çул 1981
IMDb ID 0082949

Фильмра Эннио Морриконĕн Chi Mai тата Le vent, le cri паллă композицисем шăранаççĕ.

Сюжет тӳрлет

Франци вăрттăн агентне Жослен Бомона Африкăри пĕр çĕршыва Нджала президента вĕлерме яраççĕ. Анчах та юлашки самантра политика лару-тăрăвĕ вичкĕн улшăнать. Нджала франци правительствишĕн кирлĕ тус пулса тăрать. Нджалапа хутшăнăва лайăхлатас тĕлевпе ятарлă хĕсмет Бомона каялла чĕнсе илмест, ăна африкансене сутса ярать; агента чылай çул хушăна тĕрмене хупаççĕ. Хăйне сутакансене тавăрăп тесе, Бомон чăрсăррăн тарать те хăйĕн босĕсем патне кĕске те витĕмлĕ телеграмма ярать. Вăл Францире хăйĕн миссине пурнăçлама — 48 сехет хушшинче официаллă визитпа Париса килнă Нджалана вĕлерме сăмах парать. Çакна тăвас тесен, Бомонăн президента сыхлакан хӳтĕлевçĕсен темиçе карти витĕр «каçмалла». Вăл тăр-пĕчченех сак ĕçпе тăрмашса пурне те хăй чăн профессионал пулнине кăтартасшăн.

Рольсенче тӳрлет

Кăсăк фактсем тӳрлет

  • Фильмăн юлашки сценине Ля-Ферьер карман таврашĕнче, Рамбуйе çумĕнче çапса илнĕ.
  • Фильмри тĕп герой комиссар вил кĕлетки мăйне хăйĕн жетонне çакать. Жетон çинчи çакăн пек çапни пур "BEAUMONT Josselin 56-322-460". Цифра шифрне çапла вулама юрать - 56 (Кот-д’Ивуар ("Пил Шăммин Çыранĕ") патшалăхри халăх йышлăхĕ, Josselin — Жосслен "Жосс" Бомон), е 56 — патшалăх тĕнчере çĕр лаптăкĕпе йышăнакан вырăн), 322 460 — (км²) Кот-д’Ивуар çĕр лаптăкĕ).

Чыславсемпе парнесем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет