Мора
Мо́ра (лат. mora, вăхăт хушши, вăхăт), çавăн пекех хро́нос про́тос (ав.гр. χρόνος πρῶτος, малтанхи вăхăт), тата тепĕр тĕрлĕ: те́мпус при́мум (лат. tempus primum, малтанхи вăхăт) — Антика тапхăрĕнчи сăвă теорийĕ тĕлĕшпе усă куракан термин. Карт калăпăшне палăртмалли пĕрчĕ, сăвăри вăхăта шутламалли чи пĕчĕк пĕрчĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В античном метрическом стихосложении единицей долготы в стихе служит доля – мора; краткий слог ( _ ) считается равным одной море, долгий слог (—) – двум.[1].
Асăннă тапхăрти чĕлхесенче (авалхи грек, латтынь) сыпăксем вăрăмăш тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе оппозицире пулнă, сăвăри ритм та çак пулăм çинче никĕсленнĕ. Паянхи чăваш, вырăс, нимĕç тата ытти нумай-нумай чĕлхесенче кун пек пулăм çук. Вĕсенче динамикăлла пусăм малта тăрать.
"Мора" текен термина динамикăллă пусăмлă чĕлхесенчи сăвă тĕлĕшпе майлаштарса усă курасси аталаннă-ши е çук-ши, — ку тĕлĕшпе халлĕхе ним те паллă мар.
"Мора" ăнлав чĕлхе пĕлĕвĕнче
тӳрлет"Мора" текен ăнлав хальхи лингвистикăра те пур[2] Сăмахран, яппун чĕлхине вĕренекенсем тата тĕпчекенсем çак ăнлавпа усă кураççĕ. "Сасă" тата "сыпăк" тенисем хушшинче тăракан анлав пек палăртаççĕ ăна унта.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Гаспаров М. Л. Очерк истории европейского стиха. — М., 2003.
- Цисык А. З., Шкурдюк И. А. Античная метрика. — Минск, 2004.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Метрическое стихосложение/ — Гаспаров М.Л. Краткая литературная энциклопедия.
- ^ Рыбин В.В. Соотношение «слог-мора» и проблема слогоделения в современном японском языке. — Известия Российского государственного педагогического университета им. А.И. Герцена. Выпуск. № 87 / 2009
Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |