Миххалккири тĕп шкул
Миххалккири тĕп шкул — Чăваш Енри Çĕрпӳ районне кĕрекен Михайловка ялĕнчи вĕренӳ заведенийĕ.
Миххалккири А. А. Александров ячĕллĕ тĕп шкул | |
Никĕсленĕ | 1914 |
---|---|
Директор | Андреев Владимир Юрьевич |
Тĕс | Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул |
Адрес | Михайловка, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Ен |
Телефон | 88354563090 |
Эл. почта | civmih2@yandex.ru |
Сайчĕ |
mich-zivil |
Пĕрлехи хыпарсем
тӳрлетПуçламăш шкулта 4 класс, тĕп шкулта 5 класс йĕркеленĕ.
Инçет вĕренӳ центрне 2007 çулта Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министертвин хушăвне пурнăçласа йĕркеленнĕ. 2009 çулта ку центр ытларах Тетелре олимпиадăсем, конкурссем ирттереççĕ, сасăллă çыхăну урокĕсем хатĕрлеççĕ. Чăвашла электронлă пособисем кăларассипе тăрăшса 7 электронлă кĕнекене Чăваш Республикинчи пур шкула та çитернĕ.
Шкулта çĕнĕ технологисем анлӑ сарăлнă. Шкул сайчĕ, электрон почта ĕçлет, электрон класс журналне, ачасен электронлă шкул дневникне тытса пыраççĕ. Шкулти хăшпĕр педагогăн тетелре харпăр сайчĕ ĕçлет. Шкул ачисен те сайтсем пур. Шкул 2010 çултанпа тетел инçекуравне йĕркелес енĕпе нумай тăрăшать. 2011 çулхи нарăсран пуçламăшĕнчен пуçласа шкулта ятарлă икĕ телеканал ĕçлет: шкулăн тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕн.
Кун-çулĕ
тӳрлетМихайловкӑри тĕп шкул 1911 çулта йĕркеленнĕ. Ун чухне вӑл юнашарти Çавалхĕрри Кӑнаш ялĕнче вырнаçнӑ пулнӑ. 1986 çулта Михайловка ялĕнче шкул валли çĕнĕ çурт тусан, шкул пĕтĕмпех Михайловка ялне куçать, вăтам шкул ятне илет.
2008 çулччен вăтам пĕлӳ паракан шкул шутланнӑ, халĕ вара — тĕп шкул шайне куçарнă.
Шкулта 2009 çулта тăватă шайлă пĕлӳ параççĕ: шкул çулне çитмен ачасене, пуçламăш шкулĕнче, тĕп шкулĕнче тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренӱ центрĕнче.
2003 çулта шкул çулне çитмен ачасене вĕрентме ятарлӑ ушкăнсем уçнă. Унта куллен 40 ача çӳрет.
Вуламалли
тӳрлет- Край цивильский. Краткая энциклопедия района Шупашкар, 2008
- Чăвашла калаçать, тупăшать компьютер(ĕçлемен каçă) Хыпар,2008
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- - Михайловкăри тĕп шкулăн сайчĕ(ĕçлемен каçă)
- - Михайловкăри тĕп шкулăн тетелри фотоальбомĕ
- - Михайловкăри тĕп шкулăн тетелри инçекуравĕ 2013 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- - "Чăваш шкул TV" - Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕн телеканалĕ
- - "Шкулта" интернет журнал
- - Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ ирттерекен педагогсен канашлăвĕн страници