Михайлов Александр Яковлевич (актёр)
Александр Яковлевич Михайлов — совет тата раççей театрпа кино артисчĕ, РСФСР халăх артисчĕ (1992)[1].
Александр Михайлов | |||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Александр Яковлевич Михайлов | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1944, юпа, 5 | ||||||
Çуралнă вырăн: | Оловянная хеп, СССР | ||||||
Гражданлăх: | СССР РФ | ||||||
Професси: | Актёр | ||||||
Карьера: | 1969 — халиччен | ||||||
Чыславсемпе парнесем: |
| ||||||
IMDb: | ID 0586418 |
Кун-çулĕ
тӳрлетАлександр Михайлов 1944 çулхи юпан 5-мĕшĕнче Чита облаçĕн (халĕ Байкал Лешьен) Оловянная паçулкинче (Каратаев урамĕнче) çуралнă. Ачалăхĕ Агин Бурят автономи тăрăхĕнчи Могойтуй районĕн Цугул Дацанĕ паçулкинче иртнĕ. Кайран çемье Степь станцине куçса кайнă. Çиччĕмĕш класс хыççăн Александр хистенипе çемье Владивостока пурăнма куçнă. Унта Александр тинĕс вĕрентешне кĕресшĕн пулнă, анчах та çул ӳсĕмĕ çитменнине пула ремесло вĕрентешĕнче пĕлӳ илнĕ.
Моториста пулăшаканĕ пулса «Ярославль» дизель-электроход çинче вăй хурать. Тепĕр хушăран, профессие тĕплĕн алла илсен, «Курган» дизель-электрохода куçать. Икĕ çул Охот, Беринг, Япон тинĕсĕсемпе çӳренĕ, Аляскăна çитнĕ, Бристоль кӳлмекĕнче пулнă, унта сейнер çинче тытнă пулăна Владивостока турттарнă. Тинĕс çӳревĕсенче хаклă пурнăç тутине туйнă.
1969 çулта вăл Инçет Тухăç ӳнер педагогика институчĕн театр факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
1970-79 çулсенче актёр пулса Сарăту драма театрĕнче ĕçленĕ. 1979-85 çулсенче М. Н. Ермолова ячĕллĕ театрта хĕсметре тăнă, 1985 çултанпа — Академи Кĕçĕн театрĕнче.
2006 çулта Александр Михайлов Регионсенчи М.С.Евдокимов ячĕллĕ пĕрлĕх фончĕн президенчĕ пулса тăрать[2].
Пултарулăх
тӳрлетТеатрти рольсем
тӳрлет- «Дети Ванюшина» С. А. Найдёнова — Константин
- «Прошлым летом в Чулимске» А. Вампилова — Шаманов
- «Человек, который знал что делать» — Чернышевский
- «Чайка» А. П. Чехов — доктор Дорн
Кино режиссёрĕ
тӳрлетКионрольсем
тӳрлет- 1973 — Это сильнее меня — Алексей Углов
- 1974 — Ещё можно успеть
- 1975 — Обретёшь в бою — Борис Рудаев
- 1975 — Дожить до рассвета — Игорь Ивановский
- 1976 — Меня ждут на Земле — Станицын
- 1976 — Обычный месяц — Крылов
- 1977 — Приезжая — Федор Баринев
- 1977 — И капли росы на рассвете — отец Димки
- 1978 — Риск — благородное дело — Русанов
- 1978 — Конец императора тайги - Родионов
- 1979 — Похищение «Савойи» — Гидо Торстенсен
- 1979 — Так и будет — Рыжухин
- 1980 — Через тернии к звёздам — Дрейер
- 1980 — Белый снег России — Александр Алехин
- 1980 — Следствие ведут знатоки. Ушёл и не вернулся - Миловидов
- 1980 — Белый ворон — Аркадий
- 1981 — Мужики! — Павел Зубов
- 1981 — Бешеные деньги - Савва Геннадич Васильков
- 1981 — Карнавал — Коля Ремизов
- 1981 — Фронт в тылу врага — Карасёв — Деннерт
- 1982 — Домой! — Иванов
- 1982 — Свидание — Иван
- 1983 — Признать виновным — Сергей Анатольевич Воронин
- 1983 — Молодые люди — Рубцов
- 1983 — День командира дивизии — Рокоссовский
- 1983 — Одиноким предоставляется общежитие — комендант Виктор Петрович Фролов
- 1984 — Любовь и голуби — Василий Кузякин
- 1985 — Змеелов — Павел Сергеевич Шорохов
- 1985 — Победа — Михаил Воронов
- 1986 — Мы веселы, счастливы, талантливы — Петя
- 1986 — Рысь возвращается — Дроздов
- 1986 — Покушение на ГОЭЛРО — Бугров
- 1986 — Капитан С. (Венгри) - Кузнецов
- 1987 — Отряд специального назначения — Кузнецов/Грачёв/Зиберт
- 1987 — Свободное падение - Счастливчик
- 1987 — Дни и годы Николая Батыгина — Орефин
- 1987 — Мужские портреты — Васнецов
- 1990 — Нелюдь, или В раю запрещена охота — Волохов
- 1990 — Очарованный странник — Иван Флягин
- 1991 — Вербовщик — Зоров
- 1991 — Гангстеры в океане — Старпом
- 1992 — Только не уходи — скульптор Бородин
- 1992 — Три августовских дня
- 1993 — Вопреки всему
- 1996 — Милый друг давно забытых лет - Егор Иванович
- 1997 — В Париже
- 1999 — С новым счастьем! - Анатолий
- 2001 — С новым счастьем! 2 - Анатолий
- 2001 — Женское счастье
- 2003 — Благословите женщину — Юрлов
- 2003 — Казус Белли
- 2004 — На вираже
- 2005 — Есенин — следователь Хлыстов
- 2005 — Юнкера
- 2008 — Дедушка в подарок - Яков
- 2009 — Разжалованный
Автор-юрăç
тӳрлет- 2008 Альбом «Очарованный странник».
Чыслани
тӳрлет- Хисеп орденĕ (юпа, 25, 1999) — за большой вклад в развитие отечественной театральной культуры и в связи со 175-летием Государственного академического Малого театра России[3]
1981 çулта «халь пурăнакан çын сăнарĕсене синематографра талантлă ӳнерленĕшĕн тата паха ăстаçăлăхшăн» Ленин комсомол парнине тивĕçнĕ.
1982 çулта Александр Михайлова «Мужики!» фильмри рольшĕн чи лайăх артист, 1985 çулта «Змеелов» фильмри рольшĕн те çак ятах тивĕçет. «Мужики!» фильмри ĕçшĕн РСФСР патшалăх Васильев тăвансен парнипе чыслаççĕ.
1992 çулта Александр Михайлова РСФСР халăх артисчĕ ята тивĕçет.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Почётное звание присвоено указом президента России № 99 от 3 февраля 1992 года 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ День рождения Александра Михайлова 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Награждён указом президента России № 1434 от 25 октября 1999 года 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |