Месхети
Месхети (груз. მესხეთი "Месхети", туркк. Ahıska) - Кавказ лешьенĕн (Кăнтăр Кавказăн) историпе культура енĕпе хăй майлă çĕрĕ, халĕ Месхетин чылай пайĕ Грузи шутĕнче, республикăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă.
Месхетия | |
---|---|
Карттă | |
Авалхи Месхети территорине хальхи Грузири Самцхе-Джавахетия енĕн Адиген, Ахалцихе тата Аспиндзе районĕсен çĕрĕсем, çаплах кӳршĕри Турцири район çĕрĕсем кĕреççĕ. Центрĕ — Ахалцихе паçулкă.
Кун-çулĕ
тӳрлетАвалхи облаçре грузин тата тĕрĕк йăхĕсем пурăннă, вĕсем кунта Висанти империйĕ хуçаланнă чухне (6-11 ĕмĕрсем) христос тĕнне кĕнĕ, çапах та унченхи йăласене тата хăйсен культурине тытса пынă, пулас. XVI ĕмерте Месхетие пĕтĕмпех турккă-османсем ярса илнĕ — вăл Осман Турцин пайĕ пулса тăрать. Çак çĕрсене Осман империйĕ çĕнтерсе илсен, Анатолирен турккă халăхне пурăнма куçараççĕ. Çапла месхет-турккă (осман турккисем) этносĕ йĕркеленет. Çаплах грузин халăхĕ те ислам тĕнне йышăнать. Осман империйĕ хавшакланни çак регионра Раççей вăйланнине кăтартать. 1829 çулхи Адрианополь лăпкăлăх килĕшĕвĕ регионăн çурçĕр пайне Раççей империн тытăмне куçнине çирĕплетнĕ. Çакăн хыççăн регионра каялла процесс тапраннă: чылай грузин-мăсăльман, уйрăмах 19 ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче, Турцие куçса кайнă. Юлнă месхет-турккăсене 1940-мĕш çулсенче Казахстана тата Вăтам Азие депортациленĕ. Чылайрахăшне Месхетие таврăнма май килмен.