Мел Кипсăн (акăл. Mel Columcille Gerard Gibson, Mel Gibson, 1956 çулхи кăрлач, 3 çуралнă) — австрали-америкă актёрĕ, режиссёр, сценарист тата продюсер.

Мел Кипсăн куҫару гипсӗ
Мел Кипсăн

Кинокарьера

тӳрлет

Гибсон 1956 çулхи кăрлач, 3 Нью-Йоркра, ирланди-католик çемйинче çуралнă. 1968 çулта Гибсонсем Австрали куçса каяççĕ. Австрали шкулне вĕçлесен, Мел вĕренме Сиднейри Наци театăр ӳнерлĕх институтне кĕрет. Пĕрремĕш рольне Гибсон студент чухнех «Çуллахи хула» кинофильмра вылять. 1979 çулта артист «Тим» тата «Тăнсăр Макс» киноӳкерчĕксенче вылять, çавăншăн вăл тĕрлĕ номинацие тивĕçет.

Тĕнчери паллăлăха Кипсăна 1981 çулта «Тăнсăр Максăн» иккĕмĕш пайĕнчи ĕçĕ кăларать.Çак ăнăçлă роль хыççăн артист Холливуда ĕçе кĕрет, унта унăн пĕрремĕш кинофильмĕ «Баунти» 1984 çулта тухать.

1990-мĕш çуĕсен пуçламăшĕнче Гибсон харпăр кинокомпани ICON Production йĕркелет, хăйне режиссёр ĕçĕнче тĕпчет. Гибсон-режиссёр «Питсĕр этем» кинофильм майлаштарать; унăн иккĕмĕш хăтланăвĕ ăнăçлăрах тухать — Уильям Уоллес ертсе пынă шотландсен пăхăнманлăхшăн кĕрешĕвĕ çинчен хайланă «Хăюллă чĕре» кăссайлă драма. Фильма «Оскар» илме вунă номинацире тăратаççĕ, пиллĕккĕшне тивĕçет. Фильмăн батали (çапăçу) сценисенче икĕ пине яхăн статист хутшăнать.

2004 çулта Гибсон «Христос хавалĕсем» кинофильм ӳнерлет, фильмри «садистлă» курнăçусемпе тата пирĕн эрăн пуçламăшĕнчи Палестинăра калаçнă арамей, латтин тата авалхи иудей чĕлхисене усă курса вăл этем пĕрлĕхне çав тери тĕлĕнтерет. Ӳнер ĕçĕнче Иисус Христосăн юлашки вуниккĕ сехетне кăтартнă. «Христос чун хавалĕ» фильма Рим паппи Иоанн Павăл II ырă кăмăлпа хакланă. Тиркевçĕсем çуклă пахаланă пулин те, «Христос чун хавалĕ» ӳнер ĕçе халăх чунпа кăмăлласа тимленĕ.

Кипсăнăн (сценарине те хăй хайланă) «Апокалипто» фильмĕ —истори кăссайĕ, майя цивилизацин юлашки тапхăрне кăтартать. Фильма пĕрремĕш хут 2006 çулхи раштав, 8 çутта кăларнă.

Апокалипто

тӳрлет

Кипсăнăн «Апокалипто» фильмĕ (вырăсла — «Апокалипсис») тĕнче экранĕ çине раштав, 8, 2006 тухрĕ. Ячĕ библи апокалипсисĕпе çыхăнман; тĕрĕссипе грекла сăмах «ăшне пăхни, чăн тупсăма уçни», е «çĕнĕ пуçлав». Çак хевте ĕçĕнче пирĕн эрăччен 600 çулта мăнаçлă пулнă майя тĕнчи арканса пынă чухнехи юлашки тапхăрне кăтартнă. Фильмри пур калаçусене юкатек чĕлхипе çырнă. Фильма Кипсăн хăйĕн укçипе хайланă, рольсене Мехико артисчĕсем, мексика Юкатан (штат) штатĕнчи, çаплах АПШ индейĕсем вылянă. Пĕрремĕш хут ĕçе Кипсăн америка индейĕсене кăтартнă. [1]

Ӗçĕсем

тӳрлет

Артист ĕçĕсем

тӳрлет

Режиссёр ĕçĕсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет