Мате Залка (чăн ячĕ Бела Франкль), — венгр çыравçи тата революционерĕ. 1896 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Венгрири Матольчра çуралнă. 1937 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Испанири Уэска патĕнче вилнĕ. Раççейри 1918—1921 çулсенчи тата Испанири 1936—1939 çулсенчи граждан вăрçисене хутшăннă.

Нумай хуласенче Мате Залка ячĕллĕ урамсем пур. Ун пек урам Шупашкарта та пур.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Мате Залка хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Кил-йышĕ ялта корчма тытнă. Коммерци училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Пĕрремеш тĕнче вăрçи пуçланнă май ăна автро-венгри çарне чĕнсе илнĕ. Австро-венгри çарĕнче вăл Италире, тата Тухăç енчи фронтра вăрçнă. 1916 çулта Луцк патĕнче вырăссен аллине тыткăна лекнĕ. 1917 çулхи революци австро-венгри çарĕнчен тыткăна лекнĕ нумай çынна хавхалантарнă. Вĕсем шутне ăна та кĕртме пулать. Вăл социаллă шухăшсемпе интересленме пуçланă, коммунистсен юхăмне кĕнĕ (Чарса лартнă Венгри коммунистсен партине вăл 1920 çулта, кайран, кĕнĕ).

1918—1921 çулсенчи граждан вăрçин фрончĕсенче çапăçнă, Колчак тылĕнче хресченсемпе пĕрле пăлхавсене хутшăннă. 1919 çултан пуçласа 18 пинлĕ Çĕпĕр партизан çарне кĕнĕ. 1920 çулта вăл çар Хĕрлĕ Çарăн Тухăç фрончĕнчи вăйсемпе пĕрлешсен тĕрлĕ командир вырăнĕсене йышăннă. 1921—1923 çулсенче ВЧК çарĕ шутĕнче Украинăра Нестор Махно ертсе пыракан хресченсен пăлхавне пусарнă.

Отставкăна тухсан 1923—1928 çулсенче дипломати курьерĕ, Мускаври Революци Театрĕн директорĕ пулса, тĕрлĕ тĕслĕ хуçалăх ĕçĕнче ĕçленĕ.

1936 çулта Лукач генерал ят илсе Испанин граждан вăрçине хутшăннă. Унта вăл 12-мĕш интернациональлĕ бригадăна ертсе пынă. Уэска патĕнчи çапăçура хытă аманнă.

Литература ĕçĕсем

тӳрлет

Унăн литература ĕçĕсем çар тематикипе ытларах çыхăннă. 1924 çулта «Ходя» ятлă пĕрремĕш калавĕ çапăнса тухнă. Ăна вăл Раççĕйри граждан вăрçине халалланă. Ку тематикăпах унăн юлашки ĕçĕсем («Кавалерийский рейд» (Утлă çар харçи, 1929); «Яблоки» (Панулмисем, 1934)) те çыхăннă. Тĕрлĕ халăхсем пĕр-пĕринпе туслă пулни унăн яланах тĕп вырăнта тăрать.

Чи паллă ĕçĕнче, «Добердо» (1937) романĕнче, вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçи ним усăсăррине, вăл суя пулнине уçса панă.

Ӗçĕсене вăл венгрла тата вырăсла çырнă.