Открыть главное меню

Маркиянов Орест Александрович

Disambig gray.svg Маркиянов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Орест Александрович Маркиянов (11.2.1939, Кĕлĕмкасси, Чăваш АССР — 21.1.2013, Шупашкар, Чăваш Ен) — совет тата раççей педагогĕ; педагогика ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1993), спортсмен. СССР спорт ăсти чарусăр кĕрешӳпе (1962).

Орест Маркиянов
Çуралнă вăхăт: 1939, нарăс, 11
Çуралнă вырăн: Кĕлĕмкасси ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2013, кăрлач, 21
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Патшалăх:

Flag of the Soviet Union.svg СССР Flag of Russia.svg РФ

Ĕç вырăнĕ: ЧПУ
Ăсчах степенĕ: педагогика ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: Хусан патшалăх педагогика институчĕ

БиографиТӳрлет

Хресчен çемйинче çуралса ӳснĕ, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Хусанти ял-хуçалăх институтне вĕренме кĕрет, спортпа туслашать, ирĕклĕ майпа кĕрешсе Тутар Республикин чемпионĕ пулса тăрать. Иккĕмĕш курсран Хусанти педагогика институчĕн физкультура факультетне куçать. 1961 çулта Хусанти пединститутран вĕренсе тухать. 1963 çулта МЭИ филиалĕнче ĕçлеме пуçлать. 1967 çултан ЧПУра вăй хурать, 19721975 çулсенче Мускаври ФНИВР аспирантуринче вĕренет. 1977ç кандидат диссертацине хӳтĕлет. 1996 çулта Кĕлĕмкасси турнирне йĕркелесе ирттерет. 1997ç тухтăр диссертацине хӳтĕлет.

Маркиянов − чăваш спортсменĕсенчен чарусăр кĕрешӳпе пĕрремĕш спорт ăсти, Раççей чемпионĕ, Чăваш Республикин чарусăр кĕрешӳ шкулне уçаканĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн чарусăр кĕрешӳ шкулне уçаканĕ.

Ăслăх ĕçĕсемТӳрлет

  • Маркиянов О. А. Профессионально-прикладная физическая подготовка: Учебное пособие. — Чебоксары: Изд-во Чувашского гос. ун-та, 1993. — 167 с.
  • Маркиянов О. А. Соревновательный метод совершенствования технического мастерства юных борцов. — 2-е изд., перераб. и доп. — Чебоксары: Изд-во Чувашского гос. ун-та, Волго-Вятский региональный центр «Ассоциация содействия вузам», 1996. — 221 с.
  • Маркиянов О. А. Физическое воспитание в вузе: Текст лекций. — Чебоксары: Изд-во Чувашского гос. ун-та, 1995. — 135 с.
  • Маркиянов О. А. Экспериментальное исследование системы соревнований 11 — 13 лет. (На материале спортивной борьбы): Автореф. дис. … канд. пед. наук. — М., 1977.
  • Маркиянов О. А. Соревновательный метод формирования мастерства юных спортсменов: Дис. … д-ра пед. наук. — М., 1997.
  • Киселев Г. Ф., Маркиянов О. А. Формирование управленческих способностей у студентов средствами физического воспитания. — Чебоксары: Изд-во Чувашского гос. ун-та, 2003. — 139 с. — ISBN 5-7677-0664-6
  • Маркиянов О. А. Теоретические основы формирования здорового образа жизни: учебное пособие. — Чебоксары: Изд-во Чувашского гос. ун-та, 2005. — 129 с. — ISBN 5-7677-0883-5
  • Маркиянов О. А., Урмаев А. Н., Алешев Н. А. Обучение сложным приемам в борьбе самбо. Методические указания к практическим занятиям. — Чебоксары: Изд-во Чувашского гос. ун-та, 2001.
  • Маркиянов О. А. Профессионально-прикладная физическая подготовка: Учеб. пособие. — Чебоксары: Изд-во Чувашского гос. ун-та, 1993. — 600 экз.

ЧысланиТӳрлет

  • Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

ЛитератураТӳрлет

КаçăсемТӳрлет