Макаров Дмитрий Макарович
Макаров Дмитрий Макарович, — педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1918 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнче çуралнă. 2001 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлет1937 çулта Мăн Чурашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă та, ăна Кăпасри вăтам шкула вĕрентекен пулса ĕçлеме янă. Кунта пĕр çул ĕçленĕ хыççăн вăл 1938-1941 çулсенче Н.Г. Чернышевский ячĕллĕ истори, философи тата литература институчĕн истори факультетĕнче вĕреннĕ, 1941-1945 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă: хаяр вăрçăра нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. Вăрçă хыççăн 1946-1949 çулсенче Мускав университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ, малалли пурнăçĕпе ăçне аслă шкулпа çыхăнтарнă: Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори кафедринче ассистент (1949-1950), Махачкала хулинчи Махачкалари хĕрарăмсен педагогика институчĕпе Йошкар-Олари педагогика институтĕнче аслă преподаватель пулса ĕçленĕ (1953-1964).
1953 çулта РСФСР Педагогика ăслăлăхĕсен академийĕн Вĕрентӳ меслечĕсен институтĕнчи аспирантурăран вĕренсе тухнă, çав çулах «Изучение истории развития капиталистической экономики и классовой борьбы в России 60-70 годов XIX века (На материале IX классов средней школы)» темăпа диссертаци хӳтĕлесе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ.
1964 çулта Дмитрий Макарович тăван республикăна таврăнса малтан Чăваш патшалăх педагогика институчĕн, кайран Чăваш патшалăх университечĕн истори кафедринче доцент пулса ĕçленĕ.
Ӗçĕсем
тӳрлетДмитрий Макарович ăслăлăхри тĕпчевĕсем вăтам шкулта истори вĕрентмелли методикăпа çыхăннă. Ку тĕлĕшпе вăл меслет ыйтăвĕсене тишкерсе статьясем те, кĕнекесем те пичетлесе кăларнă. Çав тишкерӳсенче тĕпчевçĕ вĕрентекенсен пуян опытне, хăй ятарлă ирттернĕ ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсене çырса кăтартнă, истори темисене вĕрентнĕ чух çĕнĕ меслетсем сĕннĕ.
Паллă педагог-методист хăйĕн тĕпчевĕсене ятарлă кĕнекесенче те, уйрăм статьясенче те çырса кăтартнă.
Пичетленнĕ ĕçсем
тӳрлет- Изготовление наглядных пособий по истории //Сб. "В помощь учителю". Йошкар-Ола, 1958;
- Изучение истории СССР в IX классе. Часть II. М.: Изд. АПН РСФСР, 1961 (1, 2-меш сыпăксем);
- История Марийской АССР. Йошкар-Ола, 1964 (2, 3-мĕш сыпăксем).