Мăн Шурья
Мăн Шурья (выр. Большая Шорья), — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Юранкă шывĕн юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв çылкуçĕ Шапша ятлă никам та пурăнман ялтан çичĕ çухрăм кăнтăр-хĕвеланăçнелле вырнаçнă. Кубя пушă ялтан кăшт çӳлерех Юранкă шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем пилĕк ытла, вĕсенчен пĕри — Кĕçĕн Шурья.
Шапша ытларах кăнтăр-хĕвелтухăçнелле шурлăхлă вăрман тăрăх юхать. Юханшыв хĕррипе çынсем пурăнмаççĕ.