Мăкшă чĕлхи
Мăкшă чĕлхи, — финн-угр чĕлхисем шутне кĕрекен чĕлхе. Чи çывăх чĕлхе — ирçĕ чĕлхи. Мăкшă чĕлхипе 500 пин патнелле çын калаçать.
ISO 639-2 тăрăх унăн кочĕ mdf.
ÇыруллăхĕТӳрлет
Мăкшă чĕлхи алфавитне кириллица çинче никĕслесе хатĕрленĕ. Вырăс алфавитĕнчен пĕрре те уйрăлса тăмасть.
1930-мĕш çулсенче мăкшă чĕлхи валли латиница çинче алфавита туса пăхнă. Анчах та ĕçĕ ăнман.