Лукоянов Геральд Васильевич
Лукоянов Геральд Васильевич, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, шкул учебникĕсен авторĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. 1935 çулхи çурла уйăхĕн 16 Муркаш районĕнчи Мăн Хураçка ялĕнче çуралнă. 2001 çулхи пуш уйăхĕн 22 Шупашкар хулинче вилнĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлет1957 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕнчен вĕренсе тухнă, 1969-1972 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи аспирантурăра вĕреннĕ. 1973 çулта «Марийские заимствования в чувашском языке» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.
Хăйĕн тĕпчевĕнче Геральд Лукоянов мари чĕлхинчен йышăннă сăмахсене — пĕтĕм халăх усă кураканнисене те, вырăнти калаçусенче тĕл пулаканнисене те — тĕплĕ тишкерсе тухнă, вĕсен семантикипе фонетика улшăнăвĕсене çырса кăтартнă.
Лукоянов чăваш чĕлхипе литературине пуçламăш тата вăтам шкулсенче вĕрентмелли нумай учебник авторĕ. Унăн хăш-пĕр учебникĕсем 10 хут ытла пичетленсе тухнă, вĕсен пĕтĕмĕшле тиражĕ 1 миллионтан иртнĕ. Учебниксемпе ĕçлемелли методика кăтартăвĕсене те çырнă.
Ӗçĕсем
тӳрлет- Чăваш чĕлхи. Виççĕмĕш класра вĕренмелли кĕнеке. Шупашкар, 1972;
- «Чăваш чĕлхи» кĕнекепе ĕçлемелли кăтартусем. 3-мĕш класс. Шупашкар, 1972;
- Марийские заимствования в чувашском языке. Шупашкар, 1974;
- Тăван литература. 4-мĕш класс валли. Шупашкар, 1980 (И.И.Одюковпа пĕрле);
- Чувашский язык. Учебное пособие для студентов, изучающих чувашский язык. Ч., 1991 (Л.П.Сергсевпа пĕрле).
- Шевле. Хушма вулав кĕнеки. II класс. Шупашкар, 1993 (ытти авторсемпе пĕрле);
- Тăван литература. V класс валли. Шупашкар, 1998 (ытти авторсемпе пĕрле);
- Чăваш чĕлхи. IV класс. Шупашкар, 2000 (ытти авторсемпе пĕрле);
- Çеçпĕл. Хушма вулав кĕнеки. I класс. Шупашкар, 2001 (ытти авторсемпе пĕрле).