Лубок (выр. лубо́к, лубо́чная картинка) (лубок ÿкерчĕкĕ, кулăш çулçи, ансатмăш) — çырса ăнлантарнă ÿкерчĕк, ансат тата ăнкăрма çăмăл сăнарлă графика тĕсĕ. Чи малтанах халăх пултарулăхĕ пулнă. Ксилографи, пăхăр гравюри, литографи тата алăпа сăрланă мелсемпе усă курса хайлаççĕ.

Çăтмах кайăкĕ Сирин, XIX ĕмĕр

Лубок ансат, кĕскен каласа ăнланмалла ÿнер мелĕсемпе (кăнттамрах штрих, йăмăх тĕссемпе сăрлани) уйрăлса тăрать. Лубокра тĕп ÿкерчĕке ăнлантарни çине хушса ăнлантарни анлăн сарăлнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет
 
Упапа качака уçăлса çÿреççĕ

Чи авалхи лубоксем Китайран паллă. VIII -мĕш ĕмĕрччен вĕсене алăпа ÿкерсе сăрланă. VIII-мĕш ĕмĕртен йывăç çинче касса тунă гравюрари пĕрремĕш лубоксем паллă. Европара лубок XV -мĕш ĕмĕрте çуралнă. Малтанхи европа лубокне ксилографи мелĕпе тăваççĕ. Каярах пăхăр тата чул гравюрисем (литографи) хутшăнаççĕ.

Уçăмлă, ăнланмалла пулнă пирки лубока халăх хушшинче агитаци валли усă курнă (калăпăр, Германире Хĕресчен вăрçи тата Реформаци вăхăтĕнчи «вĕçен çулçăсем», Аслă франци революци вăхăчĕн лубок сăнарлă ÿкерчĕкĕсем).

Германире ÿкерчĕксене туса кăларакан фабрикасем Кёльн, Мюнхен, Нойруппин; Францире — Труа хулисенче пулнă. Европара намăс-симĕссĕр кĕнекесемпе ÿкерчĕксем, тĕслĕхрен, «Tableau de l’amur conjual» (Арлă-арăмлă юрату ÿкерчĕкĕсем) анлă сарăлнă пулнă. Раççейе «илĕртÿллĕ намăссăр ÿкерчĕксем» Францирен тата Голландирен илсе çитернĕ.

XVIII -мĕш ĕмĕрти Раççей лубокĕ композицийĕ илемлĕ тытăнса тăнипе уйрăлса тăрать.

Хĕвелтухăç лубокĕ (Китай, Инди) чакăр тĕслĕ сăрланипе уйрăлса тăрать.

XIX-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче лубок комикс пулса тăрса çĕнĕрен çуралнă.

Раççейре

тӳрлет

Кун-çул

тӳрлет
 
Чăх çинче, XVII ĕмĕр

XVI -мĕш ĕмĕрте - XVII -мĕш ĕмĕр пуçламĕшĕнче Раççейре «фряж çулçисем», е «нимĕç кулăш çулçисем» тĕнĕ эстампсем сутнă. Раççейре ÿкерчĕксене уйрăм меслетпе пăчкăпа татнă хăма çинче пичетленĕ. Хăмисене вара луб (палуба сăмах та çавăнтан) тенĕ. Чертежсем, ÿкерчĕксемпе, плансене луба çинче XV -мĕш ĕмĕртенех хайланă.

Лубок тĕсĕсем

тӳрлет
  • Чун хавалĕпе-тĕн — Византи мелĕпе ÿкерни. Турăш тĕсĕне илсе сăнарлани. Сăваплисен пурнăçне, халапсем, пурнăçа вĕрентни, юрăсем тата ыт. те.
  • Философла.
  • Юридикăллă — суд тата судра пулса-иртни. Пĕрмаях тĕл пулакан сюжетсем: «Шемякин суд» тата «Ёрш Ершович Щетинников».
  • Историллĕ — «Ытарми калавсем» çулсем çинчен çырнисем тăрăх. Историллĕ пулу-иртÿ, çапăçу, хуласем. Топографи карттисем.
  • Юмах-халаплă — асамлă, паттăрсем çинчен юмахсем, «Сатур çынсем çинчен каланисем», пурнăç халапĕсем.
  • Уяв — сăваплисене сăнарлани.
  • Юланутлă çар — юланутсене сăнарлани.
  • Шÿтлĕ-камитлĕ — кулăш, сатира, карикатура ÿкерчĕкĕсем.

Лубок хатĕрлесе кăларни

тӳрлет

XIX ĕмĕр

тӳрлет

Курав

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Лубок, М., 1968
  • Народная картинка XVII—XIX веков, сб. ст., изд. Дмитрий Буланин, 1996
  • Ровинский Д. А., Русские народные картинки, СПБ, 1881
  • Анатолий Рогов «Кладовая Радости», Москва, изд. Просвещение, 1982
  • Иван Снегирев Лубочныя картинки русскаго народа в московском мірѣ. Москва. В Университетской тип., 1861
  • Михаил Никитин. К истории изучения русского лубка// Советское искусствознание. 1986. Вып.20. С.399-419
  • Юрков С. От лубка к «Бубновому валету»: гротеск и антиповедение в культуре «примитива» // Юрков С. Е. Под знаком гротеска: антиповедение в русской культуре(XI-начало XX вв.). СПб., 2003, с. 177—187
  • Лубочные картинки // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Лубок — статья из Большой советской энциклопедии

Каçăсем

тӳрлет